Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вырма ял çыннине савăнтарать

Иртнĕ кунсенче пирĕн районта ĕçлĕ визитпа ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов пулчĕ. Район пуçлăхĕсемпе пĕрле районти хуçалăхсене çитсе курса вырма ĕçĕсем мĕнлерех шайра пынипе паллашрĕç. Вĕсем «Шигали» ЯХПКра, «АгроЧаки» тулли мар яваплă обществăра, «Иванов В.А.», «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, «Урмарская»ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче пулчĕç, тырă упранакан комплекс строительствипе паллашрĕç. Министр районти уй-хирсенче пыракан вырма ĕçĕсемпе кăмăллă пулчĕ. Вăрмар тăрăхĕнче кăçал тĕш тырă ăнса пулнă, тухăç вăтамран пĕр гектартан 26,5 центнерпа танлашать. Хальхи вăхăтра тĕш тырă культурисене 83 процент чухлĕ пухса кĕртнĕ. Çавăн пекех ир çитĕнекен çĕр улмине 40 гектар çинчен пухса илнĕ, тухăç пĕр гектартан - 192 центнер. Вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче, «Иванов В.А.» хресчен (фермер) тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ. Киввăрмарсем хăйсен комбайнĕсене кÿршĕсене пулăшма янă.



23 августа 2011
00:00
Поделиться