Иккĕн пилĕк медаль илнĕ
Августăн 20-21-мĕш числисенче Шупашкарта пĕрремĕш хут çăмăл атлетикăпа ветерансем хушшинче Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Унта 38 регионтан 35-90 çулхи 300 ытла ветеран хутшăннă. Çав шутра пирĕн республикăран 40 ытла çын. Пирĕн районтан 3 ветеран тупăшнă, пысăк çитĕнÿсем тунă.
Чупай шкулĕнче физкультура предметне вĕрентекен Александр Ноздрин 55-60 çулхи спортсменсем хушшинче хăвăрт утассипе 5 çухрăма 30 минутра, 10 çухрăма 1 сехет те 51 çеккунтра утса тухса иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Чăваш командишĕн 4х100 м эстафетăра иккĕмĕш тухса виççĕмĕш кĕмĕл медале тивĕçнĕ.
Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Николай Михайлов 70-75 çулхи спортсменсем хушшинче 1500 метра 6 минут та 51 çеккунтра чупса тухса 3-мĕш вырăн йышăннă, 800 метрта 5-мĕш пулнă. Вăлах чăваш командишĕн 4х100 м эстафетăра чупса 1-мĕш вырăн йышăннă. Унăн бронза тата ылтăн медальсем.
Кивĕ Вăрмарта пурăнакан Корнил Иванов 70-75 çулхисем хушшинче хăвăрт утассипе 5 çухрăма 35 минут та 59 çеккунтра утса тухса 7-мĕш пулнă. Ку та лайăх çитĕнÿ.
Çакна палăртса хăварас килет: асăннă спортсменсем пĕрремĕш çул кăна мар пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ, район чысне çÿллĕ шая çĕклесе пыраççĕ. Вăрмар районĕ пултаруллă спортсменсемпе тахçантанпах палăрса пынă, ку малашне те çаплах пуласса шанас килет.