Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çепĕç чĕлхеллĕ сестра

Ку вăл Шăхальти фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хуракан Алина Анатольевна Николаева. Вăл çамрăкпа çамрăк пек, аслăрах ăрури çынсемпе пурнăçра нумай хура-шур курнă çын пек калаçма пĕлет. Хăйĕн ăста аллисемпе кăна мар, çепĕç чĕлхипе те пире, ватă çынсене, сыватма тăрăшать. Ахальтен каламаççĕ çав:«Сăмахпа çынна сыватма та, «çапса» ÿкерме те пулать», – тесе. Аслă ăрури çынсенчен нумайăшĕ сире, Алина Анатольевна, ырă кăмăлушăн, çепĕç чĕлхешĕн, ăста аллусемшĕн хисеплет, юратать. Миçе çынна кирлĕ вăхăтра пулăшу паман-ши эсир! Шутласа кăларма та çук пулĕ. Хĕвел ансан та, вăл тухса ĕлкĕреймен чухне те чăрмантараççĕ Алина Анатольевнана. «Вăхăт çук», - тесе тăмасть вăл, яланах çынсене пулăшма хатĕр, хăйĕн тивĕçне çÿллĕ шайра пурнăçласа пырать. Малашне те çапла пултăр.



26 августа 2011
00:00
Поделиться