Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пысăк футбола çул хывакансем

Çиçтĕперен пултаруллă спортсменсем сахал мар тухнă. Пĕр тăван Олег, Игорь, Вячеслав, Владислав Павловсем çăмăл атлетикăра палăрнă. Игорь - СССР спорт мастерĕ. Ыттисем вара спорт мастерĕн кандидачĕсем. Паянхи калаçу вара вĕсен пултаруллă ывăлĕсем пирки пырĕ.

Владиславпа Вячеславăн ывăл ачисем - Димăпа Артем ашшĕ-амăш килĕнчен çамрăклах тухса кайнă. 10 çул тултарсанах вĕсем Хусанти «Рубин» футбол клубĕн чи активлă членĕсем пулнă. 12 çул тултарсан Димăна Мускав облаçĕнчи «Сатурн» футбол шкулне мĕнле вылянине тĕрĕслесе пăхма чĕнсе илнĕ. Чăваш çамрăкĕ ăспа выляма пултарнине кăтартса панă. Тĕрĕслеве хутшăннă 427 ачаран 17-шне кăна суйласа илнĕ. Вĕсен хушшинче Дима та пулнă. «Сатурн» командăри 18 футболистран Дима çурма хÿтĕлевçĕ пулса вылянă. Раççейри çамрăк профессионалсен чи лайăх команди шутланнă вăл.

- Мускав облаçĕн Кубокне çĕнсе илтĕмĕр. Италире ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирта иккĕмĕш пултăмăр, - тулли кăмăлпа пĕлтерет вăл.

Питех те шел, иртнĕ çул «Сатурн» команда саланса кайнă. Пирĕн ентеше, пысăк шанăç паракан пултаруллă çамрăк футболиста Мускаври «Спартак» командăна юлма та ыйтаççĕ. Анчах та вăл килĕшмест. Чулхулари «Волга» футбол командипе контракт тăвать. Хăйĕн пултарулăхне «Волгăра» кăтартса парать.

- Кăçалхи июль уйăхĕнче Атăлçи федераци округĕнче çамрăксен командисем хушшинче мала тухассишĕн Йошкар-Олара ирттернĕ чемпионатра пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр, - хавхаланса каласа парать çамрăк футболист.

Чулхулари «Волга» футбол клубĕ çамрăк футболиста аталанма пур енлĕн пулăшать. Канма тата вĕренме лайăх условисем туса панă. Ăна хваттере вырнаçтарнă. 9-мĕш класа вăл «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Н.Плохов тренер тăрăшнипе футболăн анлă çулĕ çине тухма тĕллев лартнă Дима. Димăн çывăх тăванĕ тата юлташĕ Артем пĕрремĕш класранах Хусанта футболла выляма пуçланă. «Рубин» спорт шкулĕнче 9 класс вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ вăл «Рубин» футбол академийĕнче ĕçлет, унтах пурăнать. Нумаях пулмасть вĕсем Тутар Республикин чемпионатĕнче çĕнтернĕ. 2010 çулта Раççейĕн зонăри ăмăртăвĕнче мала тухнă, Раççей финалĕнче пиллĕкмĕш пулнă.

Çамрăк профессионал футболистсен кăçалхи кăтартăвĕсем те лайăх. Март уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери турнира хутшăнма Германие кайса килнĕ. «Шальте - 0,4» командăран выляса илнĕ. Артем тĕп хÿтĕлевçĕ пулса вылять. Раççей Федерацийĕнче мала тухассишĕн Тольяттире ирттернĕ ăмăртура Томскри «Томь» командăран 1:0 шутпа выляса илнĕ.

Чăннипех те пултараççĕ Çиçтĕперен тухнă çамрăк профессионал футболистсем. Халиччен çĕршыври чи сумлă футбол командисенче чăваш çамрăкĕсем выляни пулман та пулĕ. Эпир вĕсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Пысăк хисепе вĕсем чăннипех тивĕçлĕ.



26 августа 2011
00:00
Поделиться