Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуçарулăх кăтартать

В.Волков виçĕ çул ĕнтĕ уйрăм предприниматель ĕçне пуçăнни. Районти халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатăн картишĕнче вырнаçнă хăйĕн цехĕнче вăл кантăка тĕрлĕ виçеллĕ касса пама е ăна рамăсене вырнаçтарса лартма пултарать, ытти ĕçсем пурнăçлать.

Çавăнпа ун патĕнче çынсем яланах йышлă. Унсăр пуçне вăл тĕрлĕ акцисене те активлă хутшăнать. Иртнĕ çул апрель уйăхĕнче «Ырă ĕçсем урлă - тĕнче культури патне» девизпа Чăваш Енре ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри «Çуркуннехи ырăлăх эрнинче» акцие хутшăнса районти тĕп библиотекăна 52 кĕнеке парнелерĕ. Вĕсен шутĕнче илемлĕ литература, детективсем, историллĕ тата политика пурнăçĕпе çыхăннă кĕнекесем. Спорт мероприятийĕсем ирттерме спонсор пулса пулăшать. Вăл «Славик» псевдонимпа усă курать. Кашни çулах баскетболла выляса «Славик» призĕсене çĕнсе илессишĕн уçă турнир ирттерет.

Пурнăç малаллах шăвать. Предпринимательсем хушшинче те конкуренци пырать. Пластика кантăксем хута кайнăранпа Владиславăн та ĕç-пуç «хĕсĕнме» пуçланă. Çавăнпа ĕнтĕ вăл çĕнĕ производство уçрĕ. Беседка тума пуçларĕ. Поликарбонатран туса лартнă илемлĕ беседкăн варрине сĕтел, йĕри-тавра çынсем лармалли саксем вырнаçтарнă. Сад-пахчине тухсан уçă сывлăшра çемьене канма, апатланма, çывăх çынсемпе тус-тăвансене хăналама питех те меллĕ. Тăррине илемлĕ материалпа витнĕскер çумăр ямасть. Шăрăх çанталăкра пÿртре апачĕ те анмасть, çамрăк ачасен пушех те. Уçă çĕрте вара апачĕ те лайăх анать, кăмăлĕ те савăк, хăвна лайăх туятăн, канатăн та. Вăлах пĕчĕк йышлă хăнасене йышăнмалли вырăн та пулĕ. Апатланăр, хăналанăр уçă сывлăшра чун туличчен.



26 августа 2011
00:00
Поделиться