Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял хуçалăхĕ аталанать, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев ĕçлĕ визитпа пирĕн районта пулнă май, чи малтанах Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула, «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществине, «Вăрмарти çĕвĕ фабрики «ОВАС» тулли мар яваплă обществăна, районти тĕп больницăна çитсе курчĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕ. Республика ертÿçипе çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Разумов, ЧР промышленность, суту-илÿ, экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Л.Петрова, Вăрмар район пуçлăхĕ В.Павлов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.

Пысăк Енккассинчи вăтам шкул

ЧР Президенчĕ М.Игнатьев асăннă шкулта пулнă май, кунта çĕнĕ вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленнипе паллашрĕ. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче кунта 248 ача пĕлÿ пухма килет. Пĕрремĕш класра вара 8 ача вĕренме тытăнĕ. Шкул ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Галина Архипова директор тĕплĕн каласа пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе кунта медицина кабинетне çĕнетнĕ. Столовăйĕнче ачасене апатланмашкăн çĕнĕ чашăк-тирĕк туяннă. Çавăн пекех ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спортпа туслă пулмашкăн 10 комплект йĕлтĕр, баскетбол, волейбол выляма çăмхасем илнĕ. Çĕнĕ, хăтлă шкула 18 ялтан ачасем пĕлÿ пухма килеççĕ. Вĕсем валли ятарласа Шкул автобусĕсем - 2, Газель уйăрнă. Шкулăн икĕ хутлă çĕнĕ çуртне 2008 çулта хута янă. М.Игнатьев Президент вĕренÿ кабинечĕсене те кĕрсе курчĕ. Пур çĕрте те тасалăх, хăтлăх хуçаланать. Кадетсен икĕ класĕ йĕркеленĕ. Шкулăн хăтлă спорт залĕ те пур. Волейболла е футболла вылянă хыççăн юнашар пÿлĕмре çăвăнса тасалма та пулать. Çавăн пекех шкулта компьютер класĕ пур, ачасем Интернет ресурсĕсемпе ирĕклĕн усă кураççĕ. Шкул директорĕ Г.Архипова каланă тăрăх, районта иртекен вĕренÿ тупăшăвĕсенче Пысăк Енккассинчи вăтам шкул ачисем яланах малти вырăнсене тивĕçеççĕ.

Михаил Игнатьев шкулăн педколлектив ĕçне пысăка хурса хакларĕ.

«Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи

ЧР Президенчĕн ĕçлĕ çул çÿревĕ малалла Вăрмарти механика заводне пулчĕ. Кунта вăл унăн директорĕпе О.Венедиктовпа тĕл пулса заводăн ĕçĕ-хĕлĕпе, кунта туса кăларакан продукципе паллашрĕ. Палăртма кăмăллă: хальхи вăхăтра асăннă общество кал-кал ĕçлесе пырать. Çавна май кăçалхи 7 уйăхри кăтартусем те начар мар. Çак вăхăтра кунти ĕçченсем пурĕ 3 миллион та 61 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ăста алăллă рабочисем тимĕртен тĕрлĕ йышши изделисем халăха валли кăлараççĕ. Тимĕртен эрешленĕ картасем, сĕтел-пукан, поликарбонатран теплицăсем, ача-пăчана вылямашкăн верандăсем тата ытти нумай япаласем ăсталаççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан хула-ял çынни валли куллен кирлĕ таварсем хатĕрлеççĕ.

«Вăрмарти çĕвĕ фабрики «ОВАС» тулли мар яваплă общество

ЧР Президенчĕ М.Игнатьев хăй Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ чухне Кÿкеçре «ОВАС» производство йĕркелеме вырăнти влаçран çурт уйăрма ыйтнине, общество ертÿçисене пулăшнине аса илчĕ. Предприяти хăйĕн филиалне Пăрачкавра, Кÿкеçре, Вăрмарта уçнă, Шупашкарта тухăçлă аталанать. «Вăрмарти çĕвĕ фабрики «ОВАС» тулли мар яваплă общество ăнăçусен çулĕпе пырать. Кăçалхи 7 уйăхра вĕсем 32 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларса ăна сутнă. Кунта туса кăларакан изделисене республикăра кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче те хапăл тусах туянаççĕ. Пахалăх палли - предприяти чысĕ. Çакна асра тытса тăрăшаççĕ кунти ĕçченсем. Хальхи вăхăтра кунта 105 çĕвĕç вăй хурать. «ОВАС» обществăн генеральнăй директорĕ О.Смирнов палăртнă тăрăх çĕвĕçре тăрăшма тепĕр 400 çынна яхăн ĕçе илесшĕн. Республика пуçлăхĕ предприяти дирекцине ырă сăмахсемпе хавхалантарчĕ.

Районти тĕп больница

Михаил Игнатьев районти тĕп больницăн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ. Вăл кунта килнĕ пациентсенчен медицина пулăшăвĕ мĕнлерех шайра пулнипе кăсăкланчĕ. Район больницин тĕп врачĕ В.Кириллов медицина ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, малашлăхра тумалли ĕçсене палăртрĕ.

Юлашкинчен республика ертÿçи районти ял тăрăхĕсен, предприяти-организаци пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин район экономикипе социаллă пурнăçĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта мĕнлерех аталаннипе паллаштарчĕ. Пирĕн районăн ĕç кăтартăвĕсем начар мар, Чăваш Ен пуçлăхĕ ÿсĕм çулĕпе пынине палăртрĕ. Анчах та хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕксĕр туяннине пĕлсен кăмăлсăрланчĕ.

Района кăçал 800 миллион тенкĕ ытла инвестици хывма палăртнă. Республика ертÿçи çак цифрăна тĕрĕслес тĕллевпе администрацин финанс пайне ыйту пачĕ. Унăн пуçлăхĕ кăçал производствăна 57 миллион тенкĕлĕх инвестици хывма çирĕп тĕллев пуррине пĕлтерчĕ.

Иртнĕ çур çулта районта пурăнакансене йăлара тĕрлĕ пулăшу сахалрах панă. Президент çакăн сăлтавне те ыйтса пĕлчĕ. Предприяти иккĕмĕш çур çулта производствăна ÿстерме тĕллев лартнă. ЧР экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Любовь Петрова пĕлтернĕ тăрăх, Вăрмарти темиçе суту-илÿ лавккинче сахăр песукĕ, çăмарта, ытти тавар республикăн вăтам кăтартăвĕнчен хаклăраххине палăртнă. М.Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен куллен кирлĕ апат-çимĕç хакне сăнаса тăма, ытлашши хаклатса янă тĕслĕхсене сÿтсе явма ыйтрĕ.

Çавăн пекех ăна районти вăтам ĕç укçи те кăсăклантарчĕ. Президент канашлăва пĕтĕмлетсе районти ĕçсĕррисен йышне пĕчĕклетес, социаллă программăсене пурнăçлас, пурăнмалли çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес, ял хуçалăх культурисене пухса кĕртес, çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илес тĕлĕшпе тухса тăракан ыйтусене вăхăтра татса памалли çинчен каларĕ.



26 августа 2011
00:00
Поделиться