Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шăнкăрав сасси пĕлÿ тĕнчине йыхăрчĕ

Сентябрĕн 1-мĕшĕ - Пĕлÿ кунĕ - çулталăкри уявсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа районти пур шкулсенче те савăнăçлă линейкăсем иртрĕç. Кăçал Вăрмар районĕнче 5 вăтам шкул, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем - 12, пуçламăш шкул - ача сачĕ - 1 шутланаççĕ. Пĕлÿ кунĕнче 253 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларчĕ. Районĕпе шкулсенче 2766 ача пĕлÿ пухать.

Вăрмар поселокĕ. Пĕлÿ кунĕ Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул ачисемшĕн чăн-чăн пысăк уяв пулчĕ. Çак кун 1070 вĕренекеншĕн парта хушшине ларма пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Вĕсенчен 113 ача пĕрремĕш хут пĕлÿ тĕнчине ура ярса пусрĕç. Шкул ачисене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламласа Вăрмар район пуçлăхĕ В.Павлов, райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ йышлăн килнĕ. Савăнăçлă линейкăна Л.Петрова шкул директорĕ уçрĕ, шкул ачисене вĕренÿре ăнăçусем сунчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа Вăрмар район пуçлăхĕ В.Павлов саламларĕ. «Паянхи кун пирĕн ачасем пĕлÿ шайне, тавракурăмне ÿстерме пур условисем те пур. Ашшĕ-амăшне чăтăмлă, тимлĕ пулма, ачасене лайăх паллăсем кăна илме, пултарулăха аталантарма, тавракурăма ÿстерме ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатăп», - терĕ Вячеслав Федорович. Вĕрентÿ ĕçĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, çитĕнекен ăрăва воспитани, пĕлÿ парассишĕн тăрăшакан Т.Шмелева, С.Петров вĕрентекенсене район пуçлăхĕ В.Павлов Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов савăнăçлă уяв ячĕпе ачасене, учительсене саламларĕ. Пĕлÿ тĕнчине кĕрекен пĕрремĕш класс ачисене такăр çул сунчĕ.

«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин профком председателĕ Г.Петров çуллахи вăхăтра хуçалăхра тăрăшнă Д.Гулонов, А.Малышев, С.Федотов, А.Герасимова, А.Матвеев, М.Михайлов, А.Семенов, А.Александров, А.Никитин, А.Петрова, А.Герасимова шкул ачисене укçан премисем парса хавхалантарчĕ.

Савăнăçлă линейкăра пуçласа пĕрремĕш класа пыракансем Пĕлÿ кунĕпе саламласа сăвăсем каларĕç.

Юлашкинчен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнине пĕлтерсе шăнкăрав сасси вĕренекенсене пĕрремĕш урока йыхăрчĕ.

П. АЛЕКСЕЕВ.

Кивĕ Вăрмар. Кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула кăçалхи вĕренÿ çулĕнче, малтан палăртнă тăрăх, 103 вĕренекен пĕлÿ пухма килнĕ, вăл шутра - пĕрремĕш класа килекен 10 шăпăрлан. Вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче вара шкулпа 8 çамрăк сывпуллашма хатĕрленеççĕ. Вĕрентекенсем, ачасен ашшĕ-амăшĕ, ял çыннисем, хăнасем Пĕлÿ кунне халалланă уява ирттерме шкул умĕнчи стадиона пухăнчĕç. Хăнасем тенĕрен, кунта район администрацийĕн юридици пайĕн начальникĕ Л.Степанов, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнчен М.Иванченко, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОн генеральнăй директорĕ Н.Петров килнĕ.

Савăнăçлă уява шкул директорĕ С.Антонов уçрĕ. Вĕренекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ÿсĕмсем тума, вĕрентекенсене хăйсен ĕçне çÿллĕ шайра пурнăçлама, ашшĕ-амăшне ачисене пулăшса пыма тÿсĕмлĕх сунчĕ. Кăçалтан 1-мĕш класа килекенсем çĕнĕ программăпа вĕренме пуçлани, вĕсем валли çывăх вăхăтрах çĕнĕ компьютерсем вырнаçтарасси çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех ачасемпе кунта пухăннисене Л.Степанов, М.Иванченко саламларĕç. Ял пуçлăхĕ Н.Борисов çуллахи вăхăтра тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă вĕренекенсене Хисеп хучĕсем пачĕ. Хуçалăх ертÿçи Н.Петров вара ачасене чăнах та пысăк савăнăç кÿчĕ: каникул вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕ вуншар ачана ырă сăмахпа пĕрлех укçан парса хавхалантарчĕ. Пĕчĕк мар хуçалăх - ĕçĕ те нумай, çамрăксем вара курăмлă пулăшу параççĕ. «Хăйĕн аллипе укçа ĕçлесе илекен вĕренÿре те çитĕнÿсем тăвĕ», - терĕ Николай Петрович. Шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ М.Якимова 2010-2011 вĕренÿ çулне питĕ лайăх паллăсемпе вĕçленĕ ачасене Хисеп хучĕсем пачĕ, малашне те ăнăçусем тума сунчĕ. 11-мĕш класра вĕренекенсем шкула пуçласа килекенсене саламласа парнесем пачĕç. Пĕчĕкскерсем те «Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă» текен каларăша тĕпе хурса пулĕ Е.Никифорова вĕрентекен ертсе пынипе пурне те сăвăсемпе саламларĕç. Тепĕр лайăх самант та пулса иртрĕ çак кун. Ял кĕтÿçисем çăвĕпех кĕтÿ кĕтнĕ, халĕ 8-мĕш класра вĕренекен О.Васильева хăйсен шалу укçинчен чаплă велосипед парса чысларĕç. Ун хыççăн - пĕрремĕш урока - Мир урокне - йыхăракан шăнкăрав пулчĕ. Çавăн пекех çак кун Вăрмарти ДОСААФ автошкулĕн аслă мастерĕ А.Максимов Паттăрлăх урокне те ирттерчĕ.

В.ТОЛМАТОВ.

Чупай. «Вĕренни - чул çинче, вĕренменни - юр çинче»,- текен ваттисен каларăшне Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем асра тытаççĕ, çавăнпа та чылайăшĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пырать. Иртнĕ вĕренÿ çулне 9-мĕш классем ăнăçлă вĕçленĕ, вĕсенчен чылайăшĕ республикăри тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене пĕлÿ пухма кĕнĕ.

Акă çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Çак кун кăшт çумăр çурĕ пулин те, вăл ачасен кăмăлне пĕрре те пăсмарĕ. Çак кун аслă классенче вĕренекенсемшĕн те, вĕсемпе пĕрле пĕрремĕш хут пĕрремĕш класа ярса пусакансемшĕн те чи асра юлмалли самант.

Пĕлÿ кунне халалласа çак шкулта хаваслă мероприяти иртрĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ, директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Л.Цыфаркина уçрĕ, пурне те Пĕлÿ кунĕпе саламларĕ. Унтан шкул директорне А.Димитриева сăмах пачĕ. Анатолий Кузьмич иртнĕ вĕренÿ çулĕн итогĕсене пĕтĕмлетрĕ, кăçал пур ачана тата лайăхрах вĕренме, спортпа туслă пулма, ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сунчĕ.

Кăçал çĕнĕ вĕренÿ çулне пĕрремĕш класа 10 ача пĕлÿ пухма килнĕ. Вĕсене вăл Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ, çĕршыва юрăхлă граждансем пулма сунчĕ.

Çавăн пекех çамрăк ăрăва Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев, Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕн начальникĕ М.Пуклаков, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнче психолог пулса ĕçлекен Т.Ананьева тухса калаçрĕç, ачасене пахалăхлă пĕлÿ илме, ăс-хакăла пуянлатма, тăван чĕлхене, халăха юратма, тăван ен культурине аталантарма сунчĕç.

Шкул директорĕ А.Димитриев педагогика ĕçĕнче чылай çул ĕçленĕ, ачасене паха пĕлÿ парас тесе ырми-канми вăй хунă пуçламăш классене вĕрентекенсене Г.Данилована, Л.Константинована тата шкулта чылай çулсем тăрăшакан Р.Егорована райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăларĕ.

Пĕрремĕш класс ачисем Пĕлÿ кунне халалласа сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç. Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем пĕрремĕш классене уяв ячĕпе саламларĕç, юрă-сăвă шăрантарчĕç, тĕрлĕ классенче вĕренекенсем театрализациленĕ представлени лартрĕç. Пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ, тăххăрмĕш классем пĕрремĕш класа каякансене алăран çавăтса класа илсе кĕчĕç, лайăх вĕренме ăнăçу сунчĕç.

Кавал. Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Пĕлÿ кунне ачасем савăнăçлăн кĕтсе илчĕç. Хитре те капăр тăхăннăскерсен кашнин аллинче чечек çыххи. Вĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа савăнăçлă линейкăна пухăнчĕç. Пĕрремĕш класа каякансем те пур кăмăлтан савăнчĕç. Кăçал пĕрремĕш хут партăсем хушшине пĕрремĕш классем 7 ача ларчĕç. Ачасене уяв ячĕпе шкулăн çĕнĕ директорĕ Алексей Семенович Викторов саламларĕ, лайăх паллăсемпе вĕренме, вĕрентекенсене хисеплеме, çĕршыва юрăхлă граждансем пулса çитĕнме çирĕп сывлăх сунчĕ. Çамрăк ăрăва çавăн пекех Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Табакова, «Раççей почти» федераллă почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн районти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн начальникĕ С.Риманов, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Веселовский Пĕлÿ кунĕпе саламларĕç. Надежда Апполоновнапа Александр Николаевич ачасене ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма мечĕк парнелерĕç. Ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ашшĕ-амăшĕсем саламларĕç, уроксенче вĕрентекенсене тимлĕ итлеме каларĕç. Пуçласа парта хушшине ларкансемшĕн çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ. Халиччен пĕлменни, çĕнни нумай пулĕ вĕсемшĕн. Эппин Пĕлÿ тĕнчине çул уçă.

З.ПАВЛОВА.



"Урмарская районная газета"
02 сентября 2011
00:00
Поделиться