Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сусăр çынсем усă кÿреççĕ

Ĕçлеме пултаракан инвалидсенчен чылайăшне хальхи вăхăтра ĕç тупма йывăртарах. Çавна май ЧР Министрсен Кабинечĕн 21 номерлĕ «2011 çулта Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнче ĕçпе тивĕçтерессипе хушма мероприятисем йĕркелесси» Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн инвалидсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессине палăртнă.

Кунта вырăнти пуçлăхсен ăнланулăхĕсĕр май килмест. Ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ чухне экономика тĕлĕшĕнчен тупăш илесси мар, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парасси пулмалла. Çавна май ĕç вырăнĕ инвалид çынна та тивĕçтермелле. Ку тĕлĕшпе ĕç параканăн районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ тумалла. Пĕр ĕç вырăнне инвалид çын валли йĕркелемешкĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центр 50 пин тенкĕ парать.

Хальхи вăхăтра «Иванов» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче - 2, «Павлов В.Ф.» - 1, «Шигали» ЯХПКра - 1, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче - 2, «Вăрмар пасарĕ» тулли мар яваплă обществăра - 1, «Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» муниципаллă унитарлă предприятире - 3, райпон «Нива» тулли мар яваплă обществăра - 1, Афанасьев С.И. уйрăм çын предприниматель патĕнче ĕç вырăнĕ 1 йĕркеленĕ. Çавăн пекех инвалид ача пур амăшĕсене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсене ĕçе вырнаçтарассипе те тăрăшаççĕ. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă, çул çитмен ачасене пăхакан 5 ашшĕ-амăшĕсене «Светлана» тулли мар яваплă обществăра, Вăрмар райповĕнче, «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ĕçе вырнаçтарнă. Сусăр çынсене ĕçе вырнаçтарассипе районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçлет.



"Урмарская районная газета"
02 сентября 2011
00:00
Поделиться