Пушă выртакан çĕр лаптăкĕсем сахалланаççĕ
Чăваш Республикинче 2000-2011 çулсем хушшинче пĕрчĕллĕ культурăсем акакан лаптăксем улшăнса тăнă: пуринчен ытларах 2000 çулта акнă (296 пин гектар), чи сахалли 2007 çулта пулнă (200 пин гектар). 2011 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 275 пин гектар çинче çитĕнтернĕ.
Пĕтĕмĕшле тĕш тырă мĕн чухлĕ пухса илесси, унăн тухăçлăхĕ экономика факторĕсенчен тата çанталăкран та килет. Çак улшăнусене пăхса тухсан, юлашки вунă çуллăхра туса илнĕ пĕрчĕллĕ культурăсен калăпăшĕ улшăнса тăнине курма пулать. 2001 çулта ку кăтарту чи пысăкки пулнă. 2010 çулта, типĕ çанталăк тăнă çул - чи пĕчĕкки.
Ĕлĕкрех тырă пулмасăр юрă та пулмасть тесе каланă. Унăн тухăçлăхĕ вара тĕрлĕ енрен килет. Акакан лаптăкăн калăпăшĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак цифрăсене кăна илер.
Юлашки çулсенче Вăрмар районĕнче пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе акмалли лаптăксене 5,8 процент ÿстерме май килнĕ. Танлаштарма: Елчĕксем - 7,0 процент, Çĕмĕрлесен кăтартăвĕ вара 1,6 процентпа çеç танлашнă. Кăçалхи тĕш тырă тухăçĕ савăнтарать. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк» фабрики акционерсен уçă обществи 60519 тонна тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ, гектартан тухакан вăтам тухăç 39,3 центнерпа танлашнă. Паянхи кун тĕлне 670 гектартан ытларах лаптăк çинче кĕрхи культурăсене акса хăварнă.
Тырă склачĕсен заведующийĕ Т.Степанова пĕлтернĕ тăрăх, пахалăхлă 15 тонна кĕрхи ыраш акнă, «Московская-39» кĕрхи тулă уй-хир лаптăкĕнче вырăн тупнă та ĕнтĕ, «Казанская-560» кĕрхи тулă сортне те йĕтем çинче ĕçлекен Д.Федоров, О.Михайлов, С.Ефимов,В.Степанов, С.Петров рабочисем 60 тонна ытла хатĕрленĕ те.
Кĕрхи ĕç шавĕ уйра пырать. А.Клементьев, С.Николаев, Н.Петров, Д.Войков механизаторсем СЗ-3,6 сеялкăсем 4 сеяльщик пулăшса пынипе кунсерен вуншар гектар кĕрхи культура акаççĕ. Хуçалăх ертÿçи Н.Петров пуçаруллă, хăйсем маттур пулнипе кĕр аки çывăх кунсенче вĕçленĕ.