Шкула тĕпрен юсарĕç
Республикăри ял тăрăхĕсене комплекслă, пĕр вырăнарах тумалли тата хăтлăлатмалли пилот проекта пурнăçласа Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çуртне тĕпрен юсанă. Чăваш Ен тата район хыснисенчен 1,2-шер миллион тенкĕ уйăрнă.
- Бюджет укçипе усă куракан çĕнтерÿçĕсен йышне лекессишĕн Ял хуçалăх тата Строительство министерствисем йĕркеленĕ конкурса кăçал виççĕмĕш çул хутшăнтăмăр, - терĕ шкул директорĕ Маргарита Краснова. - Тăрăшни сая каймарĕ: комисси списока Кĕтеснерсене те кĕртрĕ. Питĕ савăнтăмăр. Шкула хута янăранпа килес çул çур ĕмĕр çитет. Халĕччен ăна пĕрре те тĕпрен юсаман. Картлашка кивелнĕ. Апатланмăш, вĕрентекен пÿлĕмĕсем начарччĕ. Подрядчиксем юсава çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче пуçăнчĕç. Шкула авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçрăмăр.
Малтан ачасем картишри кивĕ çуртра апатланнă. Юхăннăскер ăшă тытман, санэпидемстанци нормисене тивĕçтермен. Çĕнĕ столовăй халĕ - шкул çуртĕнче. Илемлетнĕ, хăтлăлатнă. Алă çумалли хатĕрсем вырнаçтарнă, шкула пырса кĕнĕ çĕрте тамбур, иккĕмĕш хута хăпармалли картлашка, туалет тунă /малтан картишне çÿренĕ/. Вĕрентекен пÿлĕмне çĕнетнĕ. Апатланмăш тăррине çĕнĕрен витнĕ. Поварсем питĕ кăмă¬ллине пĕлтерчĕç. Электроçутă, пушар тухнине систерекен оборудование, спорт залĕн маччине улăштарнă. Коридорти стена-урайне сăрланă.
- Строительсем юсава палăртнă вăхăтра вĕçлессишĕн питĕ тăрăшрĕç, - пĕлтерчĕ район администраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Юрий Соколов. - Ĕçе çиччĕре пуçлатчĕç те 21-22 сехетчен вăй хуратчĕç. Юсав канмалли кунсенче те чарăнса тăмарĕ. Ĕç калăпăшĕ пысăк пулнăран, вăхăт сахалран тĕллеве авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне пурнăçлаймастпăр пулĕ тесе пăшăрханаттăм. Çапах ăна анлăн пуçласа ятăмăр - темиçе подряд организацине, вĕрентекенсене явăçтартăмăр. Объектра юсав мĕнлерех пынине куллен тĕрĕслесе тăтăмăр.
Халĕ шкул çуталса тăрать. Вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ирттернĕ линейкăна район администраци пуçлăхĕ Константин Никитин тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Генрих Васильев килнĕ. Учительсене, ачасене çитĕнÿ тума ырă суннă, юсава хастар хутшăннисене Тав хучĕсем, парнесем панă.
Кĕтеснер шкулĕ 2010-2011 çулсенчи вĕренÿ çулĕнче районти олимпиадăсенче, нумай конкурспа спорт ăмăртăвĕнче малти вырăнсене йышăннă. Вĕренÿре 15 компьютерпа, мультимедиапроекторпа, ытти хатĕрпе усă кураççĕ. Учительсемпе ачасене тĕрлĕ информаци илме Интернет пулăшать. Уроксем 14 кабинетра иртеççĕ. Вĕсене вĕренÿ хатĕрĕсемпе пуянлатнă. Информатика кабинетĕнче, 1-4 классен пÿлĕмĕсенче çĕнĕ сĕтел-пукан, çутă оборудованийĕ вырнаçтарнă.
Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтараççĕ. Вĕренекенсем çулла - сывлăха çирĕплетекен лагерьте: пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, спорт вăййисене хутшăнаççĕ. Килти хуçалăхра тăрăшаççĕ.
Иртнĕ пилĕк çулта право йĕркине пăснăшăн пĕр вĕренекен те районти çул çитмен ачасен ĕçне тишкерекен пÿлĕме лекмен. Ашшĕ-амăшĕ те, учительсем те вĕсем патшалăха тивĕçлĕ пулччăр, обществăра хăйсен вырăнне тупчăр тесе тăрăшаççĕ. Шкул тулашĕнче тĕрлĕ мероприяти сахал мар йĕркелеççĕ. Уроксем хыççăн кружокпа спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ. Сăмахран, «Усалпа ырă чиккинче», «Пĕчĕк черккерен - пысăк инкек» ярăмсенче саккунсене пăсни, ĕçкĕ-çикĕ, пирус туртни, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманни, терроризм мĕн патне илсе çитерессине ăнлантараççĕ. Право йĕркине пăсакансене сÿтсе явакан канаш пĕлтерĕшĕ пысăк. Унта ял тăрăхĕн пуçлăхне, ялти хисеплĕ çынсене, вĕрентекенсене кĕртнĕ.
- Вăл хăйĕн тивĕçне лайăх пурнăçлать, - терĕ Маргарита Вячеславовна. - Картран тухнă ача ашшĕ-амăшне шкула чĕнтерет. Вĕренекене йĕркене кĕме пулăшакан сĕнÿсем парать. Ыйтăва çийĕнчех уççăн сÿтсе явни ачана тÿрленме хистет.
Пĕлтĕр Кĕтеснерте «Шкул ачисене кăмăл-сипет тата чун-чĕре тасалăхĕ тĕлĕшĕнчен витĕм кÿресси» темăпа районти учительсен семинарне ирттернĕ. Кунта пурнăçа кĕртекен «Эпир суйлакан çулсем», «Каникулсем», «Чун-чĕре туртăмĕ» программăсем килĕшекен професси суйласа илме, пурнăçра харпăр хăй вырăнне тупма, каникула усăллă йĕркелеме, ăс-хакăла пуянлатма пулăшаççĕ.
2005 çулта шкулта тăван ен музейне уçнă. Экспонатсем Кĕтеснер аваллăхĕпе, шкул кун-çулĕпе, колхоз историйĕпе, Чăваш халăх писателĕн Василий Алентейĕн ĕç-хĕлĕпе, Кĕтеснерсен Аслă вăрçăри, Афганистанри паттăрлăхĕпе, шкултан вĕренсе тухнисемпе паллаштараççĕ.
Шкул пушар хăрушсăрлăхĕпе, Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе çыхăнтарса йĕркеленĕ республика конкурсĕсене хутшăннă, Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Ачасене пушартан сыхланма вĕрентес енĕпе директор нумай вăй хурать. Çакна хăйĕн пĕр тивĕçĕ тесе шухăшлать. Шкулăн вун ултă вĕрентекенĕнчен виççĕшĕ - аслă, вун иккĕшĕ - пĕрремĕш категориллĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен ăсталăхне Маргарита Краснова учительсен коллективне ертсе пынă çулсенче ÿстернĕ. Шкултан пĕлÿ илсе тухнă ачасен хушшинче - тĕрлĕ специалистсем: çĕр ĕçченĕсем, рабочисем, инженерсем, врачсем, учительсем, тĕпчевçĕсем...
Çакна палăртма кăмăллă: кăçал пĕрремĕш класа кайнисен йышĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Кĕтеснерте ача сачĕ, фельдшер-акушер пункчĕ, культура çурчĕ ĕçлет. Çĕнĕ çуртсем лартаççĕ. Мĕнех, апла пулсан кунта демографи лайăхланĕ, пурнăç малаллах кайĕ.