Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паллашăр: наука кандидачĕ

Олег Александрович Волков 1966 çулта Вăрмар поселокĕнче çуралнă. Кунти иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Пурнăçра кирлĕ специальность илес тесе Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕрет. «Сыватакан ĕç» специальность илет. 1993 çулта университетран тата интернатурăран вĕренсе тухнă хыççăн, пĕлĕвне малалла ÿстерес тĕллевпе, Хусанти врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институтăн клиника ординатуринче вĕренет.

Икĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе каять. Çамрăк офтальмолог ординатура хыççăн Шупашкарта республикăри диагностика центрĕнче хăйĕн специальноçĕпе тăрăшать. Илнĕ пĕлÿпе çырлахмасть вăл. Раççей медицина академийĕн аспирантуринче офтальмологи енĕпе пĕлĕве татах ÿстерет. 2007 çулта аспирантурăран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухать. Диссертацие ăнăçлă хÿтĕлет. Олег Александровича медицина наукисен кандидачĕн ученăй степеньне параççĕ.

Аспирантурăран çирĕп пĕлÿ илсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт Раççей Федерацийĕн Мускаври гражданла авиацин тĕп поликлиникинче тĕп офтальмологра ĕçлесе ырă ята тивĕçет. Вăл - Раççейри офтальмологсен обществин членĕ. 2007 çулта Прагăра ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери ученăй-офтальмологсен семинарне хутшăннă, докладсем туса панă.

Хăйĕн ĕçĕпе самолетпа вĕçекенсен сывлăхне тĕрĕслекен медицина комиссийĕн йышĕнче пулса Амур çинчи Комсомольск, Новосибирск, Красноярск, Таганрог хулисенче пĕрре кăна мар пулать. Халĕ вăл Шупашкар хулинчи клиникăсенче ĕçлет. Хăйĕн пĕчĕк ачине пăхса çитĕнтерет.

Ашшĕ - Александр Иванович Волков - хамăр районти Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн вăл районта тата республикăра тĕрлĕ должноçсенче ĕçленĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Александр Иванович хăйĕн ывăлĕшĕн савăнать, унпа тивĕçлипе мухтанать. Çакна вăл чăннипех те тивĕçлĕ.

Ăста специалистсем патĕнче сипленекен пациентсем те Олег Александровичпа питĕ кăмăллă, ăна ĕçре ăнăçусем сунаççĕ.



"Урмарская районная газета"
04 октября 2011
00:00
Поделиться