Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РОСГОССТРАХ страховани рынокĕнче - 90 çул

Кăçалхи октябрĕн 6-мĕшĕнче Раççей рынокĕнчи страхлакан чи пысăк РОСГОССТРАХ компани 90 çул тултарать. Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн ĕçченĕсемшĕн пысăк уяв. Вăл лайăх кăтартусемпе палăрса тăрать. Иртнĕ çулсенче тунă ÿсĕмсене аса илсе малашлăха çирĕп утăмсемпе тухăçлă ĕçлеме тĕллевсем лартать унăн пуçлăхĕ Ирина Михайловна Алексеева. Çак паллă уяв умĕн пирĕн пай редакторĕ З.ПАВЛОВА Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн пуçлăхĕпе И.АЛЕКСЕЕВАпа тĕл пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлнĕ.

- Ирина Михайловна, мĕнлерех туйăмсемпе кĕтсе илетĕр паллă уява? Хăвăр страхлакан компанин ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштараймăр-ши?

- Росгосстрах пулăшăвĕпе пирĕн çĕршывра 45 миллион çын усă курать, унсăр пуçне 240 пин предприяти ăна шанать, унпа туслă çыхăну тытать. Малтанласа Росгосстрах пурлăха тата пурнăçа страхлас тĕллевпе йĕркеленнĕ. Çак страховани тĕсĕсем паянхи кун та приоритетлисен шутне кĕреççĕ. Росгосстрах 90 çул тултарнă май вăл çын пурнăçне страхлассипе лидерсен йышĕнче пулса тăчĕ. Раççей шайĕпе илес пулсан, 2011 çулхи пĕрремĕш çур çулта «РОСГОССТРАХ Жизнь» тĕспе 2,6 млрд тенкĕ пухнă. Ку иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 181 процент пулать. Çынсен пурлăхне страхлас ĕç те ÿсрĕ. Вăл 5,6 млрд тенкĕпе танлашнă.

Çавна май кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсем те курăмлă. Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăм пĕтĕм страховани тĕсĕсемпе 16 миллион тенкĕлĕх страховани килĕшĕвĕ тунă. Пирĕн страхлакан уйрăмра страхланнă, анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула инкек-синкек тÿснĕ клиентсене ОСАГОпа кăçалхи 9 уйăхра 65 çынна 3 миллион тенкĕ ытла саплаштару укçи тÿленĕ. Çавăн пекех вут-çулăмран тата вăйлă çил-тăвăлран 25 хуçалăха 1 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ панă. Çакна палăртмалла: кăçалхи пĕрремĕш çур çулта РОСГОССТРАХ компани ушкăнĕсен пĕтĕмĕшле тÿлевĕ 21,7 млрд тенкĕпе танлашнă. Тепĕр майлă каласан, страхлакансене кашни эрнере тÿлекен укçа-тенкĕ 1 млрд тенке яхăн пулать.

Паянхи куна илес пулсан пирĕн страхлакан уйрăм 13 пин клиент ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерет. Çавна май эпир çирĕппĕн калатпăр: çынсен пурлăхне, килти выльăх-чĕрлĕхе, автотранспорта страхлакан рынокра чи ăнăçлă ĕçлесе пыраканнисем. Росгосстрах компани хăйĕн ятне ÿкермест, конкуренци тени вăй илсе пырать пулин те, эпир ура çинче çирĕп тăратпăр.

- Паянхи конкуренци экономикăн кашни отрасльне çитрĕ темелле. Пирĕн районта та страхлакан компанисем пур. Сирĕн страхлакан уйрăм ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать? Клиентсене мĕнпе тытса тăрать тата илĕртет-ха?

- Чи малтанах çакна палăртмалла: эпир страхлакан рынокра 90 çул ĕçлетпĕр. Ку енĕпе пуян опыт пухнă. Профессионализм шайĕ те пысăк. Пирĕн специалистсен страхлас ĕçри опычĕ те пуян. Вĕсем страхованин тĕрлĕ отраслĕнчи специалисчĕсем: ял хуçалăхĕпе, пĕчĕк бизнеспа е пурнăçпа тата сывлăхпа çыхăннă хăрушсăрлăхпа ĕçлекенсем. Росгосстрах пĕр вырăнта тăмасть. Эпир страхлакансене тивĕçтерекен малта пыракан стандартсене пурнăçа анлăн кĕртсе пыратпăр.

Росгосстрах-Çурт, Росгосстрах-Пурнăç, Росгосстрах-Бизнес çĕнĕ программăсем страхлакансен кулленхи пурнăçне кĕртрĕмĕр.

Партнерсемпе чылай çул пĕрле ĕçлени тĕп фактор пулса тăрать. Совет саманинчех хăйсен пурлăхне Росгосстрахра страхлама шаннă çынсем паянхи кун та пирĕнпе тачă çыхăну тытни пире савăнтарать тата та лайăхрах ĕçлеме вăй-хăват парса пырать.

- Сирĕн ĕçĕрти тĕп тĕллевсенчен пĕри транспорт хуçисен обязательнăй майпа страхламалли гражданла яваплăхĕ пулса тăчĕ. Ку енĕпе сирĕн страхлакан уйрăм мĕнле ÿсĕмсем турĕ?

- Кăçалхи çул автогражданла яваплăха страхлама пире 25 çын шанчĕç. 2011 çулхи 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕсемпе 65 çынна саплаштару укçи 3 миллион тенкĕ ытла тÿленĕ.

- Ирина Михайловна, страхованири çĕнĕ юхăмсем пур-и? Хальхи вăхăтра чи кирлĕреххи мĕн тесе шутлатăр?

- Росгосстрах Раççейри чи нумай çул ĕçлекен компанисенчен пĕри. Хăйĕн çулне пăхмасăрах вăл страхованин çĕнĕ тĕсĕсене, программăсене пурнăçа кĕртсех тăрать. Рынок системи улшăнса пынине страхлакансен ыйтăвĕсене шута илсе эпир пурнăçа чылай вăхăтлăха страхлассипе ĕçлеме тытăнтăмăр. Пурнăçа страхласси вăл - укçа-тенкĕ пуçтарни çеç мар, ку вăл гаранти. Унпа çемьене тăрантаракана ĕмĕрлĕхех çухатрăн пулсан, укçа-тенкĕ енчен аптрамалла пулмĕ. Çавăн пекех хăвна тĕрлĕ инкек-синкекрен страхлама та пулать.

Çурт-йĕре, килти пурлăха страхланисĕр пуçне автотранспорта страхлассипе те анлăн усă кураççĕ. Ку енĕпе тепĕр объект - автогражданла яваплăха ирĕклĕ майпа страхласси вăя кĕнĕ.

Агентсене ĕçшĕн хавхалантармалли расхучĕсене компани саплаштарса страхлакана хăйне тивĕçтерекен сĕнÿ пама пултаратпăр. Çав вăхăтра клиент хăй суйлама пултарать. Вăл сутассин тĕрлĕ каналĕпе (агентсен, офис) урлă усă курма пултарать.

- Çакăн пек суйлава мĕнпе ăнлантарма пултаратăр?

- Ку чи малтанах рынок ыйтăвĕпе çыхăннă. Чылайăшĕ укçа-тенкĕ ытларах ĕçлесе илме пуçларĕ, банксен кредит программисем ăнăçлă ĕçлеççĕ, çынсен страхласси те ÿссех пырать. Автотранспортсемсĕр пуçне граждансем хваттерсене, çуртсене, дачăсене те активлăн страхлаççĕ. Хăй ĕçлесе илнĕ укçи-тенкипе çурт, хваттер туяннă çыннăн пурлăх патне урăхла туртăм. Вăл унăн хакне лайăх ăнланать, çавăнпа та тĕрлĕ инкек-синкекрен страхлама тăрăшать. Пĕчĕк тата вăтам бизнесра вăй хуракансем çакна лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа та хăйсен çурт-йĕрне, пурлăхне пирĕн патăрта страхлаççĕ. Ку енĕпе эпир В.Енькова, Р.Хованская, В.Ефимова, Ю.Молостовкин тата ытти чылай уйрăм çын предпринимательсемпе тачă çыхăну тытатпăр.

- Сирĕн страхлакан уйрăмра ял хуçалăхĕнчи инкексенчен страхлас ĕç мĕнлерех пырать?

- Агропромышленность производствин страховани программипе килĕшÿллĕн эпир районти ял хуçалăх предприятийĕсене ĕçлĕ страховани тĕсĕсем сĕнетпĕр. Акă сăмахран, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе, ял хуçалăх техникисемпе оборудование, туса кăларакан продукцине, чĕр тавара, пÿлĕмсене тата ытти те. Ку енĕпе эпир «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕ, «Арабоси» агрофирма, «Нюша» тулли мар яваплă общество, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем: «Павлов В.Ф.», «Ямуков Г.Н.», «Сапаркин А.Г.», «Иванов В.А.», «Захаров А.И.» тата ыттисемпе те тачă çыхăнура ĕçлетпĕр.

Çавăн пекех банксемпе те тухăçлă ĕçлетпĕр, агропромышленность комплексне çăмăллатнă кредит парассипе Россельхозбанк, РФ Перекет банкĕ ăнăçлă пурнăçлаççĕ. Вĕсем - пирĕн партнерсем.

- Эсир ытларах агентсем урлă ĕçлетĕр. Вулакансене хăвăр коллективпа паллаштараймăр-ши? Агентсене вĕрентес ĕç еплерех пырать?

- Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмра хальхи вăхăтра 40 агент тăрăшать. Пирĕн страхлакан агентсем тата специалистсем страховани отраслĕнче профессионалсем. Çынсем хушшинче вĕсем ырă канаш, сĕнÿ паракансем. Л.Митрофанова, Г.Васильева, В.Потянова, А.Иванова, З.Дмитриева, М.Иванова, В.Иванова, И.Мишина, Г.Николаева, М.Платонова, Т.Васильева, Т.Иванова, О.Петрова, Г.Ермолаева, Ю.Патрова тата ытти агентсем хăйсен ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçласа пыраççĕ.

Росгосстрах компани специалисчĕсене вĕрентессипе чылай тăрăшать.

Пирĕн тĕллев - агентсен системине килекене интереслĕ, халăха кирлĕ ĕç парасси. Вăл вара вăхăтлăх кăна мар, нумай çула пытăр. Агентсемпе ĕçлекен менеджерсем Л.Яковлевапа М.Михайлова та ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсем клиентсемпе тăтăшах тĕл пулаççĕ, практикăна килекен пулас специалистсене вĕрентеççĕ.

- Малашлăхри тĕллевсем мĕнлерех?

- Пирĕн патăрта страхлакан клиент пулăшу ĕçĕн пахалăхĕпе кăмăллă пултăр тесе пĕтĕм вăя хурса ĕçлеме тăрăшатпăр. Страховани вăл - тăнăçлăх, ăнăçлă малашлăх.

Росгосстрах компани Раççейре чи лайăх 10 компанисен шутĕнче. Пире Раççейре палăрнă пысăк компанисемпе банксем шанаççĕ, тачă çыхăну тытаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Росгосстрах компани бизнес аталанăвĕ енĕпе йĕркеленĕ «Страхлакан компани» номинацире вун иккĕмĕш наци премине тивĕçнĕ. Хамăр маркăна малашлăхра та çÿллĕ шайра тытма палăртатпăр.



"Урмарская районная газета"
04 октября 2011
00:00
Поделиться