Çул вĕçне утакан утса тухать
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.Медведев тата правительствăн премьер-министрĕ В.Путин ертсе пынипе юлашки çулсенче çамрăк çемьесене хваттерпе, уйрăм çуртсемпе тивĕçтересси пурнăçа анлăн кĕрсе пырать. Çакăнпа Республикăра та, пирĕн районта та усă кураççĕ.
Кивĕ Вăрмарта пурăнакан Юлия Васильевнапа Вячеслав Анатольевич Никитинсен çемйи яланах ĕçченлĕхпе, пултарулăхпа палăрса тăнă, тăраççĕ те. Пархатарлă çак енсене вĕсем икĕ ывăлĕпе хĕрне те парса пынă. Асли - Евгений - ялти çĕнĕ Çутă урамра мăшăрĕпе пĕрле икĕ хутлă çурт çĕклесе пурăнать. Алли-ури çыпăçуллăскер кĕске вăхăт хушшинчех хăйĕн тĕллевне пурнăçа кĕртме пултарчĕ. Шăллĕ, Андрей, пиччĕшĕнчен юлас темен, вăл та мăшăрĕпе капмар çĕнĕ çурт çĕклерĕ. Çамрăк çемьене патшалăх енчен пулăшу пани те витĕм кÿчĕ. Анчах пĕлетпĕр-çке - çул вĕçне утакан утса тухать. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОра водитель пулса вăй хураканскер тăрăшулăхпа, ĕçе тĕплĕн пурнăçланипе палăрса тăрать. Виçĕ ача ашшĕ пулни те яваплăха туйма хистет.