Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсем пирки

ЧР Президенчĕн М.Игнатьев кăçалхи октябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи халăха çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсем панă чухне унăн прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлемелли хушма мерăсем çинчен 89-мĕш номерлĕ Указ кăларнă.

Документра коммуналлă пулăшу панă чухне ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Чăваш Енĕн Патшалăх Канашне «Çамрăксене шанмалла!» Çырура палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе Чăваш Республикинче пурăнакансен прависемпе саккунлă интересĕсене тивĕçтермелли хушма мерăсем пăхнă. Çырура кăтартнă пек, пурăнмалли çурт-йĕрпе тата коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă çивĕч ыйтусенчен нумайăшне вырăнти хăй тытăмлăх шайĕнче татса памалла.

Пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшупа усă курнăшăн мĕн чухлĕ тÿленине тĕрĕслесе тăрасси, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă ыйтусемпе пулăшу парас тата производство йĕркелес енĕпе ертсе пырассине вăйлатасси, пĕр-пĕринпе тупăшса ĕçлемелли лару-тăру тăвасси, коммуналлă хуçалăхăн пурлăх никĕсне тĕреклетесси, коммуналлă комплекс субъекчĕсен хутшăнăвне йĕркелесси тата мĕн пур пулăшăва йышăнакан çынсемпе уйрăммăн ĕçлесси республика Правительствин тата вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕнче тĕп вырăн йышăнать.

ЧР Министрсен Кабинетне нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрас енĕпе йĕркеленекен рынокра пĕр-пĕринпе мĕнлерех тупăшса ĕçленине сăнаса тăма хушнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрас тĕлĕшпе пĕр-пĕринпе тупăшса ĕçлессине аталантарма май тума сĕннĕ.

Республикăра ăшă, вĕри шыва, электроэнерги тăкакне шутлакан пĕрлехи прибор кашни хваттерте тата çуртра вырнаçтарнисене коммуналлă пулăшушăн чылай сахалтарах тÿлеме пулăшать.

Çавăнпа та коммуналлă комплекс организацийĕсен ĕçне, вĕсене ертсе пырассине уçăмлатас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн çынсене мĕнле пулăшусем парасси, тарифсемпе тÿлевсем çинчен пĕлтересси тата вĕсемпе паллашма май туса парасси ертсе пыракан компанисен тивĕçĕ пулса тăрать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пĕрлехи сайт - www.jkx.cap.ru - уçма йышăннă. Ертсе пыракан компанисем унта организаци, укçа-тенкĕ, хуçалăх ĕç-хĕлĕн тĕп кăтартăвĕсем, нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха юсас тата пăхса тăрас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç (пулăшу), коммуналлă ресурссен хакĕсем (тарифсем) тата ытти çинчен информаци вырнаçтараççĕ.

Пĕрлехи сайт çынсене ертсе пыракан компанисен ĕçĕпе, мĕн пур шайри влаç органĕсене вĕсен ĕç-хĕлне тĕрĕслесе тăма тата граждансен ирĕкĕсемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлеме май парĕ.

Документра пурăнмалли вырăншăн тата коммуналлă пулăшушăн хывакан тÿлевпе тарифсем пирки сиксе тухакан тавлашуллă ыйтусене пăхса тухмашкăн Правительство комиссийĕ йĕркелеме пăхнă. Çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене ертсе пыракан компанисен ĕç-хĕлне тĕрĕслекен комиссисем çирĕплетме сĕннĕ. Граждансене тата организацисене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу парас енĕпе общество тĕрĕслевĕ ирттерме те май туса памалла.



"Урмарская районная газета"
11 октября 2011
00:00
Поделиться