Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Республика призерĕсем

ЧР «Урожай» физкультурăпа спорт обществи Вăрнар районĕнчи Калининăра бокс енĕпе республикăра мала тухассишĕн ăмăрту тата чемпионат ирттернĕ. Тупăшăва республикăри районсенчен чи пултаруллă спортсменсем нумаййăн хутшăннă. Пирĕн район чысне Вăрмар поселокĕнчи «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнчи «Алмаз сапаланчĕкĕсем» спорт клубĕн (тренерĕ СССР спорт мастерĕ Г.Николаев) 7 воспитанникĕ хÿтĕленĕ. Çивĕч кĕрешÿре вĕсенчен виççĕшĕ призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ, Хисеп пьедесталĕн картлашкисем çине хăпарса тăма тивĕçлĕ пулнă.

1993 çулта çуралнă тата унтан та аслăрах спортсменсем хушшинче 64 килограмлă боксерсенчен Игорь Николаев чи пултарулли пулнă, чемпион ятне çĕнсе илнĕ.

Андрей Семенов вара 1994-1995 çулсенчи спортсменсемпе кĕрешсе иккĕмĕш вырăна тухнă. Вĕсем иккĕшĕ те спорт клубне Кивĕ Вăрмар ялĕнчен çÿреççĕ. Константин Павлов (Вăрмар поселокĕ) хăйĕн ушкăнĕнче кĕрешсе виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Республика чемпионĕ И.Николаев халĕ «Олимп шанăçĕ» девизпа ирттерекен Раççей чемпионатне хутшăнма хатĕрленет.

Хуть те мĕнле ăмăрту та унта тĕплĕн хатĕрленмесĕр, укçа-тенкĕ тăкакламасăр пулмасть. Ку хутĕнче те ăмăртăва хатĕрленме тата кайса килме «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО генеральнăй директорĕ Н.Петров, А.Павлов предприниматель, «Урмарыводхоз» тулли мар яваплă общество директорĕ А.Васильев, «Урмарытеплосеть» МУП пуçлăхĕ Ю.Никитин, «Агрофирма АгроРесурсы» АУО пуçлăхĕ С.Дмитриев спонсор пулса тивĕçлĕ пулăшу панă. Çавăншăн «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнчи бокс клубăн директорĕ Г.Николаев вĕсене тав сăмахĕ калать.



"Урмарская районная газета"
11 октября 2011
00:00
Поделиться