Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РОСГОССТРАХ - лидерсен йышĕнче

Раççей рынокĕнчи чи пысăк страхлакан РОСГОССТРАХ компани иртнĕ кунсенче 90 çул тултарчĕ. Çак вăхăтра вăл пуян опыт пухса страховани рынокĕнче лидерсен йышне кĕчĕ. Компанин Чăваш Енри уйрăмĕн Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕ уява çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕ. Кăçалхи 9 уйăх планне вăл 120 процент чухлĕ тултарнă.

Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн ĕçченĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Росгосстрах компанин Чăваш Енри филиалĕн пай начальникĕ Е.Эверскова, Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн начальникĕ И.Алексеева, районти вак тата вăтам бизнесра, ял хуçалăх производство кооперативĕсене ертсе пыракансем, райпора вăй хуракансем уяв ячĕпе саламларĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев хальхи вăхăтра Росгосстрах пулăшăвĕпе пирĕн çĕршывра 45 миллион çын усă курнине, вăл страховани рынокĕнче малтисен ретĕнче пынине палăртрĕ.

«Эсир, Вăрмарти страхлакан уйрăм ĕçченĕсем, халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшатăр. Çынсен пурлăхне, пурнăçне, выльăх-чĕрлĕхне, автотранспорта страхлассипе чылай ĕç туса ирттеретĕр. Тепĕр майлă каласан, страхлакан клиент пулăшу ĕçĕн пахалăхĕпе кăмăллă пултăр тесе пĕтĕм вăя хуратăр. Çакăншăн сире хисеплеççĕ, шанаççĕ», - терĕ Генрих Геннадьевич хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕнчен К.Никитинран та Вăрмарти страхлакан уйрăмĕ ячĕпе ырă сăмахсем нумай пулчĕç. «Сирĕн ĕçре вăл чи кирли - вырăнти халăх шанăçне тÿрре кăларни. Эсир паян пурнăçласа пыракан ĕç халăха чăннипех те питĕ кирлĕ. Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк пулнине кура районта пушарсем те сахал мар пулчĕç. Çавна май кашни çыннăн пур яваплăха туйса хăйĕн пурлăхне страхлама тăрăшмалла. Сирĕн агентсем ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлени палăрать. Малашне те халăхпа тачă çыхăнура ĕçлесе пыма, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме çирĕп сывлăх сунатăп», - терĕ вăл уяв ячĕпе саламланă май.

Унтан чи пултаруллă ĕçченсене Вăрмар район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Ăна Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмра менеджер пулса вăй хуракан М.Михайлова тата Чулкаспа Анаткас ялĕсемпе страхлакан агент пулса тăрăшакан В.Иванова тивĕçрĕç. Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Алексеева вара «Росгосстрахăн 2010 çулхи чи лайăх сотрудникĕ» ята çĕнсе илнĕ.

Çавăн пекех Росгосстрах компани 90 çул тултарнă ятпа В.Енькова, В.Ефимова предпринимательсем, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕн пуçлăхĕ А.Ульянов, райпо правленийĕн председателĕ Е.Харитонова, Россельхозбанкăн Вăрмарти уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Максимова саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Ăнăçăвĕ вара Росгосстрах ĕçченĕсенчен айккинчен иртсе каймасть-ха, клиентсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать.



"Урмарская районная газета"
11 октября 2011
00:00
Поделиться