Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Культура вучахĕ - ял сăн-сăпачĕ

Республикăра культурăна упраса хăварас тата аталантарас енĕпе курăмлă ĕçсем пурнăçа кĕреççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра культура учрежденийĕсем 781 шутланаççĕ, вĕсенчен 46-шне тĕпрен çĕнетнĕ. Пирĕн районта та асăннă учрежденисене çĕнĕ сăн кĕртес ĕç пырать.

Иртнĕ çулсенче Арапуç, Чулкас, Чупай ял тăрăхĕсенчи культура вучахĕсене хăтлăх кĕртнĕ пулсан, кăçал вара Аслă Чаксем те çитес вăхăтра илемлĕ, капмар культура çуртĕнче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме тытăнĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Иванов палăртнă тăрăх, кăçал вĕсем «Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилотлă проекта пурнăçласси çинчен» Указпа килĕшÿллĕн шкул, Культура çурчĕсене, фельдшерпа акушер пунктне çĕнетме укçа-тенкĕ çĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра Культура çуртĕнче, фельдшерпа акушер пунктĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Культура вучахĕн çивиттине çĕнĕрен витнĕ. Ăна пурнăçлаканĕ - «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи. Кунта чÿрече рамисене пластикран лартнă, шал енче те юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Пысăк залăн маччине улăштарнă, стенисене сăрлассипе ĕçлеççĕ. «Çак ĕçсемпе пĕрлех çут çанталăк газĕ кĕртессипе те кирлĕ документсем хатĕрлетпĕр», - тет Культура çурчĕн директорĕ Г.Андриянова.

Культура çурчĕ - ял сăн-сăпачĕ. Вăл кунта пурăнакан халăха хăй патне туртакан пултăр тесе тăрăшать вырăнти администраци.

«Чăваш Республикинче ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен» Указа тĕпе хурса ĕçлеççĕ культура ĕçченĕсем. Пирĕн районта Культура учрежденийĕсем - 42. Çитес вăхăтра бюджет учрежденийĕсем 17 йĕркелеме палăртаççĕ: вĕсенчен клубсем - 16 тата районти тĕп библотека. Ыттисем филиалсем пулмалла. 



14 октября 2011
00:00
Поделиться