Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕтĕмпех саккунпа килĕшÿллĕн пулĕ

2011 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енре, Раççейĕн ытти регионĕсенчи пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин улттăмĕш, ЧР Патшалăх Канашĕн пиллĕкмĕш созыври депутачĕсен суйлавĕ пулать.

Суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх РФ Федерацин Пухăвĕн Патшалăх Думине 450 депутата суйлĕç. Вăл парти списокĕсем тăратнă йĕркепе пулса пырĕ. Чăваш Республикин территорийĕ регионти пĕр ушкăна кĕрет. Кандидатсене тăратасси сентябрĕн 14-мĕшĕнчен пуçланнă, октябрĕн 14-мĕшĕнче 18 сехетре вĕçленнĕ. Кандидат хăйĕн кандидатурине парти списокĕпе те, пĕр мандатлă округпа та тăратма пултарнă. Çав вăхăтрах темиçе округпа хăйĕн кандидатурисене тăратайман.

Суйлава 7 политика партийĕ хутшăнать. РФ Патшалăх Думинчи фракцисене «Единая Россия», «Справедливая Россия», ЛДПР, КПРФ партийĕсене вĕсене майлă суйлавçăсем алă пуснă хутсем кирлĕ мар. Ытти партисен - «Яблоко», «Патриоты России», «Правое дело» - суйлавçăсем алă пуснă хутсене пуçтарма тивĕ.

Депутат пулас текен уйрăм кандидатсене 9891 çын вĕсем майлă алă пуснă хут кирлĕ, кашни округпа илсессĕн ку 407-рен пуçласа 493 çын таран.

Суйлав умĕнхи агитаци массăллă информаци хатĕрĕсенче ноябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçланать. Унччен суйлава хутшăнакан партисен, кандидатсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма пулать. Анчах çавна шута илмелле - ку суйлав умĕнхи агитаци пулмалла мар. Агитаци вара 2011 çулхи декабрĕн 3-мĕш кунĕн 24.00 сехетĕнче вĕçленмелле. ЧР Патшалăх Канашĕн 5-мĕш созыври депутачĕсене суйлас енĕпе Вăрмар район территорийĕнче виçĕ суйлав округĕ туса хунă. 5-мĕш номерлĕ Тăвай суйлав округне Арапуç, Аслă Чак, Кĕтеснер, Мăнçырма, Тикаш, Чулкас, Чупай, Шăхаль, Энĕшпуç ял тăрăхĕсем, 6-мĕш номерлĕ Куславкка суйлав округне Пысăк Енккасси, Кавал, Кĕлкеш, Кивĕ Вăрмар, Пинер ял тăрăхĕсем кĕреççĕ. Энтрияль тăрăхĕнче пурăнакансем 11-мĕш номерлĕ суйлав Çĕрпÿ округĕнче сасăлĕç. Сасăлав ирттерме районта 43 суйлав участокĕ хатĕр. ЧР Патшалăх Канашне суйлав ирттерме республика бюджетĕнчен 34 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Çакна палăртса хăвармалла: хăйсен кандидатурисене пĕр мандатлă округпа, çавăн пекех пĕрлĕхлĕ округпа тăратнă суйлав пĕрлешĕвĕсем суйлавпа çыхăннă ятарлă счетсем уçма, финанспа çыхăннă ыйтусене вĕсем урлă татса пама тивĕç.



20 октября 2011
00:00
Поделиться