Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕмĕр сакки сарлака

Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан ятлă-сумлă, патвар шухăш-кăмăллă, хисеплĕ Геннадий Иванович Степанова çамрăк чухнехи çулсенченех лайăх пĕлетĕп пулин те, чăтăмлăхĕнчен, пултарулăхĕнчен, çивĕч те тĕплĕ калаçăвĕнчен, тахçан иртнĕ пулăмсене пуçра тытса пырса манманран тĕлĕнме пăрахмастăп. Унра тапса тăракан вăй-хăват пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Хамăр хушăра ĕçпе палăрнă çынсем пурăн нине пирĕн пĕлме тивĕç ĕнтĕ. Г.Степанов 1936 çулта Энĕшпуç ялĕнче çуралса шкулта ăс-пухнă, колхозра ĕçленĕ, килтисене пулăшнă. Ачалăхрах техника патне туртăннă, çамрăклах хресчен ĕçне хăнăхма тивнĕ. 19 çул тултарсан ăна çара илнĕ. 1955-1958 çулсенче службăра тăрса Г.Степанов кĕçĕн сержант разведчиксен отделенин командирĕ пулнă. Шăп çав çулсенче Венгрире хирĕçÿллĕ лару-тăру пуçланнă. Пăлхава пусарма 1956 çулта Совет çарне кĕртнĕ.

- Кунсем иртеççĕ, çулсем шăваççĕ, анчах та 1956 - 1958 çулсенчи Венгрири пăлхану ахрăмĕ паянхи кун та асăмра, - аса илет Г.Степанов ветеран.

Чылай çулсем иртнĕ хыççăн халĕ эпир совет салтакĕн паттăрлăхне татах вăйлăрах туятпăр, интернационалла тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене аса илетпĕр. Энĕшпуç ялĕнчен Венгрири çав асар-писер саманара йĕрке тума З.Александров, В.Егоров та хутшăннă.

- Мĕнех, пурнăçра темĕн те пулать, пирĕн, чĕррисен, малалла пурăнмалла, - тесе палăртать хăйĕн шухăшне Геннадий Иванович.

1958 çулхи март уйăхĕнче вăл киле таврăннă. Салтак аттине хывсанах мирлĕ ĕçе пуçăнать, 1959 çулта Канашри механизаторсен шкулне вĕренсе пĕтерет. Унăн ĕç биографийĕ тÿрремĕнех ял хуçалăхĕпе çыхăннă. Г.Степанов тĕрлĕ ĕçре вăй хурса унта хăй пĕлĕвне, ăсталăхпа вăй-халне панă, çĕршыв аталанăвне хăй тÿпине хывнă. «Авангард» колхозра тракторист пулса ĕçленĕ. 1961-1968 çулсенче Энĕшпуçĕнчи кирпĕч заводĕнче дизелист, мотовоз машинисчĕ, экскаваторщик пулса тăрăшнă. Ырă ята тивĕçнĕ. Унтан каллех тăван совхозра крановщик, экскаваторщик пулса ĕçленĕ. Пур çĕрте те ĕçе пĕлекен, тĕплĕ специалист пулнине кăтартнă. Кăмăлĕ - ырă, аллисем ылтăн. Ĕçри пысăк тăрăшулăхне кура ăна совхозри профсоюз комитечĕн председательне суйланă. Кунта та вăл пултаруллă организатор пулнине çирĕплетнĕ. Обществăлла ĕçе хастар хутшăннă.

Ĕçне кура - хисепĕ. Унăн кăкăрĕ çинче - Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ, «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей, «Ĕç ветеранĕ» медальсем, ВЦСПСăн «Профгруппăра хастар ĕçленĕшĕн» хисеп паллисем.

Çемье архивĕнче тем тĕрлĕ Хисеп хучĕсем упранаççĕ, вăл хаклă парнесем те чылай илме тивĕç пулнă. Ĕç стажĕ 44 çул.

Çемье телейне Геннадий Иванович ялти фельдшер пунктĕнче санитаркăра ĕçленĕ Римма Ивановнапа 1959 çулта пĕрлешсе тупнă. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Килĕштерсе пурăнакан мăшăр ял-йышшăн ырă тĕслĕх шутланнă. Анчах 1977 çулта мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, ачисем тăлăха юлнă. Пурнăçра Геннадий Иванович сахал мар нуша курнă.

Аслă ывăлĕ, Николай (1960-1995 çç.), Кронштадтри тинĕс çар училищинчен вĕренсе тухсан, аслă боцман пулса çар карапĕ (противолодочный корабль) çинче службăра тăнă, çĕр чăмăрĕ тавра ишсе тухнă, тĕрлĕ вăхăтра нумай-нумай çĕршывра пулнă, анчах сывлăхне упраса хăварайман, чирлесе ÿкнĕ. 35 çулхи аслă мичманăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Ăна çар чаçĕнчен ялти масара илсе килсе пытарнă.

Пурнăç нуши каллех ашшĕ çине тиеннĕ. Хĕрĕпе кĕçĕн ывăлĕ, пурнăçра хăйсен телейне тупнă.

1962 çулта вĕсен Надежда хĕрĕ çуралнă. Вăл Шупашкарти кооператив институтне вĕренсе пĕтерсе халĕ Тăвайра тĕп бухгалтер пулса тăрăшать. Кĕçĕн ывăлĕ, Володя (1967 ç.), Хусанти патшалăх университечĕн юридици факультетĕнчен вĕренсе тухать. Халĕ Етĕрнери адвокатсен кантурĕн ертÿçи. Унăн мăшăрĕ тата ывăлĕ те адвокатсем пулса ĕçлеççĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса лармасть хисеплĕ ветеран. Паян кун та пурнăçпа тан утать вăл, хаçат-журнал аллинчен каймасть, пĕр вĕçĕмсĕр тĕнчери тата çĕршыври лару-тăрупа кăсăкланать. Çемье ăшшине тытса пыраканĕ - çумри иккĕмĕш мăшăрĕ - Валентина Ивановна. Иккĕшĕ те вăр-вар та ĕçчен, хальхи вăхăтра та ĕçсĕр лармаççĕ вĕсем, пахчара тĕрмешеççĕ. Хуçалăхĕ çирĕп. Унта тирпей-илем хуçаланть. Киле ачисем, мăнукĕсем килсен Геннадий Иванович кăмăлтан савăнать.

Вĕри чĕреллĕ патриот, хисеплĕ ветеран, ырă-сывă пурнăç йĕркине шанчăклă тытса пыракан çемье тĕрекĕ Г.Степанов 75 çул тултарчĕ. Ăна пĕтĕм ял-йыш, районта йышлăн пĕлекенсем юбилей ячĕпе çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, ырă сунса саламлаççĕ.



21 октября 2011
00:00
Поделиться