Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пултаруллă çамрăк

Кивĕ Вăрмарта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕн филологи класĕнче вĕренекен Женя Алексеева хăйĕн малтанхи материалĕсене «Хĕрлĕ ялавра» пичетлеме пуçланă. Лайăхрах çырма вĕренес тесе тăван шкулта йĕркеленĕ литература кружокне çÿреме тытăннă.

Учительница вĕсене тĕрлĕ заметка çырма хăнăхтарнă, чи лайăх материалĕсене «Хĕрлĕ ялав», «Тантăш» хаçатсене ярса панă. Хăйĕн хайлавĕ хаçатсенче кун çути курсан мĕн тери хĕпĕртенĕ Женя! Кайран редакцисене çыру хыççăн çыру ăсатма тытăннă вĕренÿре «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыракан хĕр ача. 2007 çулта вара хаçат лауреачĕ пулса тăнă.

Хĕр ача Г.С.Лебедев лицейне вĕренме кĕме тĕллев тытнă, çавăнпах лицей ирттернĕ чăваш чĕлхипе литература олимпиадине хутшăннă. Иккĕмĕш вырăна тухнăскере пĕр сăмахсăрах вĕренме илнĕ.

Женя халĕ лицейра та пултаруллисенчен пĕри. Тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса çитĕнÿ тăвать, тавра курăмне аталантарать.

Унтах Раççей тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Панина ертсе пыракан театр кружокне те çÿрекен пултаруллă пике кайран журналист профессине суйласа илесшĕн.



21 октября 2011
00:00
Поделиться