Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Çуннă вырăнсем ешерччĕр»

Иртнĕ çул çанталăк шăрăх тăнине кура пирĕн çĕршывра вăрман çуннă тĕслĕхсем чылай пулчĕç. Çавна май Раççей хăш-пĕр регионĕсенче ялсем, вĕсенчи çуртсем кĕлленнĕ тĕслĕхсем те пур. Пирĕн районта та 2010 çулта Хуруй çывăхĕнчи вăрманта пушар алхаснă. Çавăнпа та çуннă вырăнсене çĕнĕрен чĕртес тĕллевпе Вăрмар район администрацийĕ Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацийĕпе, ялти вăтам шкулпа пĕрле Хуруй çывăхĕнче унччен çуннă вырăнта 8000 тĕп йывăç лартса хăварчĕç. Асăннă мероприятие Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсем активлăн хутшăнчĕç.

Кивĕ Мăнтăр. Асăннă ялта пурăнакансем хăйсен вăйĕпе стадион та тума пултарчĕç. Канмалли кунсенче вара çитĕннисемпе ачасем ун çывăхĕнче хурăн, чăрăш, çăка йывăçĕсем лартса хăварчĕç.

Кавал. Ял тăрăхĕн территорине тирпей-илем кĕртессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ Кавалсем. Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти аслă класра вĕренекенсем шкул территорине кĕрхи çулçăсенчен, ытти ăпăр-тапăртан тасатрĕç, йывăç-тĕмсене касса тирпейлерĕç. Çавăн пекех йывăç лартас ĕç Вăрмар поселокĕнче, Арапуç ял тăрăхĕнче те активлă иртрĕ.



25 октября 2011
00:00
Поделиться