Йыш хутшăнчĕ
Ырă туни ырăпа таврăнать çав. Раççейре икĕ е ытларах ача çуратакансене амăшĕн çемье капиталĕн сертификатне пама пуçланăранпа чылай çемьесенче пепкесен йышĕ ÿссе пырать.
Çакă демографи лару-тăрăвне ырă витĕм кÿнисĕр пуçне çемьене те курăмлă пулăшу парать - ара унпа ачасене вĕрентме, кредитшăн тÿлеме, пÿрт-çурт тума е пурăнмалли условисене лайăхлатма усă курма пулать-çке. Унсăр пуçне çакă тăван çĕршывшăн та пĕлтерĕшлĕ - наци ватăлса пырассинчен хăтăлма пулăшать - эппин ĕçлекен вăй-питти çынсен йышĕ те ÿсет, производство та тикĕссĕн аталанать.
Кăçал кăна çак сертификата 100 ытла çын илнĕччĕ. Ĕнер вара вĕсем çумне тепĕр 3 çемье хутшăнчĕ. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Г.Усков 2 ача çуратнă Мăнçырмари Т.Данилована, Пинерти Н.Михайлована, Çĕнĕ Кавалти Ю.Рылована тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама пултаракан хута чаплă лару-тăрура пачĕ. Çавăн пекех вăл тата унăн çумĕ Т.Васильева пенсин патшалăх софинансированийĕн программипе те тĕплĕн паллаштарчĕç.