Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Надежда» çынсене кĕтет

Н.Максимова яланах парикмахерски уçас шухăшпа пурăннă, хальхи вăхăтра унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă: вăл - парикмахер пулăшăвĕ паракан уйрăм çын предприниматель. Çак ĕмĕте пурнăçа кĕртме ăна ĕçсĕр граждансене хăйсен уйрăм ĕçне уçма пулăшакан программа май панă.

Надежда çамрăклах çывăх çыннисене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă. Çавăнпах пулĕ шкул хыççăн вăл Шупашкарти 8-мĕш номерлĕ училищĕне парикмахера вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен икĕ çул хушши хулари парикмахерскинче тăрăшнă, анчах та паянхи кунчченех ун хăйĕн специальноçĕпе ĕçлеме май килмен. Хăй вăхăтĕнче ача садĕнче воспитателе пулăшакан, предприятире кадрсем хатĕрлекен инженер, ресторанта гардеробщик пулса ĕçленĕ. М.Шолохов ячĕллĕ Мускав патшалăх педагогика университечĕн Шупашкарти филиалĕнче учитель-логопед дипломне илсен те ĕçе вырнаçайман. Каярах çемйипе Вăрмар поселокне пурăнма куçса килнĕ, анчах кунта та ĕç вырăнĕ тупăнман, çавăнпах вăл районти халăха ĕçпе тивĕçтеркен центра учета тăнă. Центра вăл çулталăк ытла çÿренĕ, ятарлă программа çинчен пĕлсен хăйĕн ĕçне йĕркелеме шут тытнă.

Н.Максимова поселокри пасар территорийĕнче вырнаçнă çуртра пÿлĕме арендăна илсе парикмахерски уçнă, вăл кăçалхи апрельтенпе ĕçлет. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса Надежда Николаевна пÿлĕме юсанă, шыв кĕртсе канализаци тутарнă. Ятарлă оборудовани (çÿç касмалли машинкăсем, фенсем, стерилизатор, çумалли ванна, каталка), сĕтел-пукан, шкапсем, тĕкĕрсем илнĕ. Чăн та, хальхи вăхăтра кунта çутă та хăтлă, ĕçре мĕн кирли пĕтĕмпе çителĕклĕ, хуçи те ăшă кăмăллă.

Парикмахерскинче арçынсем те çÿç кастарма, хĕрарăмсем те илемлĕ прическăсем тутарма пултараççĕ. Кунта шкул ачипе унăн ашшĕ-амăшне те ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Уяв валли тĕрлĕрен прическăсем тума, сăрлама, çÿç пайăркисене тĕспе илемлетме (мелировани), çÿçе майлаштарма (укладка), кăтралатма пулать. Кунне парикмахерскине 8-10 çын çÿрет. «Клиентсем ман ĕçпе кăмăллă, пĕрмай çÿрекенсем те сахал мар, çакăншăн эпĕ питĕ савăнатăп. Малашне те нумай çын пуласса шанатăп», - каласа парать Надежда Николаевна.

Ĕçсĕр граждансене хăйсен уйрăм ĕçне уçма пулăшакан программа çынсене çĕнĕ шанăç кÿрет, ĕмĕтсене пурнăçлама май парать.



25 октября 2011
00:00
Поделиться