Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шашка вăйă çеç мар - ăс-тăн аталанăвĕ те

Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ шашка енĕпе СССР спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ Н.Дмитриев «Çĕнĕ вăхăт» издательство çуртĕнче «Творчество шашистов» кĕнеке кăларчĕ. Маларах 1982 çулта «Выляр-ха шашкăлла» кĕнеки тухнăччĕ. Çулсем иртеççĕ, çавна май шашка вăййин тытăмĕнче те улшăнусем пулса пыраççĕ.

Çак спорта юратакансене çĕнĕлĕхсемпе паллаштарас тесе Н.Дмитриев çĕнĕ кĕнеке - «Чăваш Енри шашкăлла вылякансем» пичетлесе кăларчĕ. Автор çак кĕнекере Чăваш Республикинче шашка спортне аталантаракансемпе, вĕсем ăçта тата мĕнле вылянипе паллаштарать. Кĕнеке пĕрремĕш гильди купсин П.Селивановăн, Англинче пурăннă Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ (1888-1974 çç.) К.Лапин шашка спортне аталантаракан «шур сухалĕпе», вăл тĕрлĕ çулсенче хутшăннă ăмăртусен этюдчĕсемпе паллаштарать.

А.Фомин - Чăваш Республикинче шашка енĕпе СССР спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ пĕрремĕш çын. Ялти спортсменсем хушшинче вăл СССР чемпионĕ ята тивĕçнĕ, 5 хут хăлха начар илтекенсем хушшинче РСФСР, 10 хут ЧАССР чемпионĕ пулнă. Ăçти-ăçти ăмăртусене хутшăнман вăл - Чăваш Республики, Якути, Мускав, Таганрог, Новгород, Непал... Унăн çитĕнĕвĕсем пирки тĕрлĕ хаçат-журналсенче асăннине те кĕртнĕ кĕнекене. Тепĕр паллă ентеше кĕнекере сахал мар вырăн уйăрнă автор. Вăл - Ю.Козырев (1934-2006 ç.) Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. (1996 ç.). Шашкăлла выляс пултарулăха вăл Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕрентнĕ чухне туптама пуçланă. 1972 çулта вырăс шашки енĕпе СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Кĕнекене кĕртнĕ ентешсенчен тепри - Кивĕ Вăрмарта çуралса ÿснĕ, халĕ РФ Казначействин Патăрьелĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Н.Федоров. РФ спорт мастерĕн кандидачĕ, Чăваш Республикинчи профсоюз обкомĕн 2007, 2011 çулĕсенчи чемпионĕ. Нумай турнирсене хутшăнаканскер спорт мастерĕ ята çывăх вăхăтра илессе шанас килет.

Изданире чылай спортсменсемпе, вĕсем тĕрлĕ çĕрте вылянă этюдсемпе паллашма пулать. Халĕ вара кĕнеке авторĕ Николай Иванович Дмитриев çинчен те кĕскен те пулин каласа хăварма вăхăт çитрĕ пулĕ. Вăл вырăс тата ытти халăхсем хушшинчи шашка ăмăртăвĕсене хутшăнса 10 хут республика, пĕрлештернĕ командăра СССР чемпионĕ ята тивĕçнĕ. Ытти турнирсенче те пĕрре кăна мар мала тухнă. Вăл 1944 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче Кавал ялĕнче çуралнă, шашкăпа ачаранах кăсăкланма тытăннă. Пĕрремĕш этюдсене шкулта вĕреннĕ чухнех «Учительская газета» хаçатра пичетленĕ. 1968 çулта Ленинград хулинче М.Чигорин ячĕллĕ клуб турнирĕнче СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Унтанпа пысăк пĕлтерĕшлĕ 120 ытла ăмăртăва хутшăннă. 96 хут çĕнтерÿçĕ е призер пулса тăнă. Çав шутра тĕнчипе паллă шашистсене - В.Голосуев гроссмейстра, тĕнче чемпионне И.Купермана, Мускав хулин чемпионне А.Авдеева çĕнтернĕ. Чăваш чĕлхипе пуçласа кăларнă «Выляр-ха шашкăлла» кĕнеке авторĕ (1982 ç.) тÿре (судья) пулса чылай ăмăртусене хутшăннă. Вăл «Республика категорийĕнчи судья» ята тивĕçнĕ. Малашне те ăна пысăк çитĕнÿсем тума, хисеплĕ ятсем илме сунас килет.



25 октября 2011
00:00
Поделиться