Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

80-ран 60 çулĕ - водительте

Мăнçырмара çуралса ÿснĕ, 46 çул Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Авенир Александрович Ахвандеров çак кунсенче 80 çул тултарчĕ.

- «Ялта пурăнтăн пулсан, руль тытма пĕл», - тесе каланă ваттисен сăмахĕсене çамрăклах ăша хывнă вăл. Йышлă çемьере çуралса ÿснĕ пулин те, çак шухăша пуçран кăларман. Амăшĕн хÿттинче ÿсме май килмен ăна. Юратнă çынни çамрăклах çĕре кĕнĕ. Темĕнле йывăр пулсан та, Авенир малашлăх çинчен шухăшланă, вĕренме ĕмĕтленнĕ. Вăрçă хыççăн ялти шкулта çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, Вăрмарти вăтам шкула кĕме ĕмĕтленнĕ. Анчах та май килмен. 1947 çулта Шăхаль сукмакне такăрлатма пуçланă. Вĕреннĕшĕн тата хваттерте пурăннăшăн укçа тÿлемелле пулнипе «çăпата çĕтсе çÿренине те тăмасть» тесе, икĕ уйăх çÿренĕ хыççăн вĕренме пăрахнă.

Ашшĕ, ялта бригадир пулнă май, ăна конюха пулăшаканĕ вырăнне илнĕ. Кунта вăл икĕ çул ĕçленĕ.

1951 çулхи октябрь уйăхĕнче çамрăк каччăна тăванĕсемпе юлташĕсем савăнăçлă лару-тăрура Совет Çарне ăсатса яраççĕ, чăваш ятне çÿлте тытма, командирсемпе начальниксен приказĕсене çирĕп пурнăçласа пыма наказ параççĕ. Канашри призыв пунктĕнчен 40 чăваш ачипе пĕрле Авенира та Каунас хулине илсе каяççĕ. Авиаци чаçне лекет вăл.

- Карантинра виçĕ уйăх пулнă хыççăн пире диктант çыртарчĕç. Лайăхрах çырнă 15 ачана шофера вĕрентме пуçларĕç, - каласа парать Авенир Александрович. - Сентябрьте водитель правине илтĕмĕр.

Чăваш каччине полуторка автомашина çирĕплетсе параççĕ. Самолетсене чĕртнĕ чухне çавăн пек автомашинăсем кирлĕ пулнă чаçре. Батальон командирĕн политика енĕпе ĕçлекен заместителĕ пирĕн ентеше урăх, яваплăрах ĕç те сĕннĕ, анчах та салтак килĕшмен.

- Эпĕ киле каятăп, манăн машинăна йышăн, - тенĕ ăна юлташĕ, Ростовран пынă Антипов салтак.

Батальон командирĕ Ладковский подполковник Совет Союзĕн виçĕ хут Геройĕпе Иван Кожедубпа пĕр ялта çуралса ÿснĕ, çавăнпа пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытнă. Паттăр çинчен командир хăйне турттаракан Мăнçырма каччине сахал мар каласа панă, ун кĕнекисене парнеленĕ.

Салтакăн асра юлмалли лайăх самантсем чылай пулнă. Вĕсем патне чаçе Мускавран инспекторсен тĕрĕслевĕ килнĕ. Комисси председателĕ Сывлăш-Çар десанчĕн çарĕн штаб начальникĕн заместителĕ - Мăнçырмара çуралса ÿснĕ И.Якимов полковник пулнă. Ятлă-сумлă çын Авенир Александровичпа тĕл пулнă, чаçри офицерсен çуртĕнче ăшă калаçу нумайлăха тăсăлнă. Чăваш каччи хăйĕн малашлăхĕ пирки те сахал мар шухăшланă, пĕлĕве ÿстерме тăрăшнă. Куçăмсăр майпа вĕренсе Каунас хулинче иккĕмĕш класлă водитель правине илме тивĕçлĕ пулать.

Çакна палăртма интереслĕ: вăл салтака ялтан 1951 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче тухса каять, 1955 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче киле таврăнать. Кун пекки сайра пулать. Шăп та лăп 4 çул салтакра пиçĕхнĕ çамрăк каччăна ялта «Правда» колхозра ГАЗ-51 автомашина шанса параççĕ. Тепĕр çултан çĕнни çине лартаççĕ. Çамрăкăн шухăшĕ Вăрмараллах, автобус çине туртнă. Пассажирсене турттарас килнĕ унăн. Автотранспорт предприятийĕн директорĕ, Аслă Отечественнăй вăрçа участникĕ В.Григорьев çамрăка кăмăллах йышăннă, ăна автобус çирĕплетсе панă. Шупашкар, Куславкка хулисене çÿрекенсене сахал мар турттарнă вăл.

1965 çулта Ахвандеровсем Вăрмар поселокне пурăнма куçса килеççĕ. Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикине ĕçе вырнаçать. Куçăмсăр майпа вĕренсе пĕрремĕш класлă водитель пулса тăрать. Кунта тăватă çул ĕçленĕ хыççăн ăна райĕçтăвкомăн председателĕ М.Петров хăй патне чĕнсе илет. 1974 çулхи апрельччен «Волга» çинче тăрăшулăх кăтартать. Унтан КПСС райкомне куçать. Унта та шанса панă техникăна яланах юсавлă тытать.

1990 çулта, штата кĕскетнипе, пĕр çул маларах пенсие тухать.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та Арапуçĕнче ĕçлеме тытăнать: малтан - аренда йĕркипе, кайран - «Путь Ильича» колхоз членĕ пулса тăрать, колхоз председательне турттарать.

1995 çулта ĕçлеме пăрахать. Çав вăхăтрах тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурса автомашина рульне çирĕп тытать. 2004 çултан пуçласа район судĕнче водительте тăрăшулăх кăтартать, кунта та вăл ырă ят çĕнсе илнĕ.

Хуть те ăçта, такампа ĕçлесен те Авенир Александрович ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнипе палăрса тăнă.

Ĕçре палăрнăшăн панă наградăсем сахал мар унăн: КПСС Чăваш обкомĕпе ЧР Министрсен Совечĕ Хисеп грамотипе наградăланă. Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ ăна «Транспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Унăн кăкăрне çавăн пекех «Ĕç ветеранĕ» тата ытти медальсем илем кÿреççĕ. Мăшăрĕ - Анастасия Михайловна - суту-илÿре чылай вăхăт хушши сĕтел-пукан фабрикинче склад заведующийĕнче вăй хунă. Икĕ ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Юрий - Горький хулинчи медицина институтне вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ Шупашкарта - ача-пăча врачĕ. Валерий Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă.



28 октября 2011
00:00
Поделиться