Пурнăçламалли ĕçсем нумай
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕнче пысăк улшăнусем пулса пыраççĕ. Республика нумай хваттерлĕ çуртсене ертсе пыракан компанисем паракан пулăшу ĕçĕсене тытса пымалли çĕнĕ майсем çине куçрĕ. 2008-2010 çулсенчи «Чăваш Республикинче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçласси» республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пирĕн района - 27,9, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлас енĕпе пулăшакан Фондран - 19,0, республикăри бюджетран - 4,5, вырăнти бюджетран - 3,0, хваттер хуçисен шучĕпе 1,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Асăннă программăна пурнăçласа нумай хваттерлĕ 42 çуртра (28,6 пин тăваткал метр) капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă.
2011 çулта çак программăпа килĕшÿллĕн 3,5 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçлама пăхнă. Ку укçа-тенкĕпе «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» тулли мар яваплă общество нумай хваттерлĕ 3 çурта (пĕтĕмĕшле лаптăк 1,5 пин тăваткал метр) тĕпрен юсанă. Кунта поселокри Заводская 34, Порфирьев 3, Механизаторсен урамĕсенчи 1-мĕш çуртсем кĕреççĕ. Механизаторсен 1-мĕш тата Порфирьев урамĕсенчи 3-мĕш çуртсен çивиттисене пĕтĕмпех çĕнĕрен витнĕ. Заводская урамри 34-мĕш çуртăн фасадне штукатурка тунă, ăна сăрласа илем кĕртнĕ. Кашни çуртрах тимĕр алăксем лартнă. Унсăр пуçне инженери сечĕсене юсанă, электропроводка улăштарнă. Заводская урамри 34-мĕш çуртра
Молодежная урамри 18-мĕш çуртăн çивиттине çĕнĕрен пĕтĕмпех улăштарнă. Молодежная урамри 6-мĕш, Порфирьев урамĕнчи 6-мĕш, Мир урамĕнчи 1 тата 3-мĕш, К.Иванов урамĕнчи 5-мĕш, Энтузиастсен 10-мĕш, Школьнăй 6, Ленин урамĕсенчи 45-мĕш çуртсен çивиттисене юсанă. Мир урамĕнчи 14, Заводская 41, К.Иванов 9, 11 çуртсенче электропроводкăсене çĕнетнĕ. Энтузиастсен 8-мĕш çуртĕнче канализаци системине, Заводская урамри 40-мĕш çуртра шыв пăрăхĕсене улăштарнă. К.Иванов урамĕнчи 3-мĕш çуртăн путвалĕнче канализаци системине çĕнетнĕ. Порфирьев урамĕнчи 3 «а» çуртăн балкон стенине юсанă.
Асăннă общество ĕçченĕсем хваттерсенчен 200 ытла электричество счетчикĕсене коридорсене кăларнă. Çакă çуртсенче электроэнергие тĕрĕс шутлама тата перекетлеме май парать. Çуртсене юсас ĕç хваттер хуçисем коммуналлă пулăшушăн тÿлекен укçаран пурнăçланса пырать. Хăш-пĕр çуртсенче вăл çулталăкра 50-60 пин тенкĕ пуçтарăнать, теприсенче вара пурăнакансен йышĕ сахаллине кура 20-30 пин тенкĕ е унтан та пĕчĕкрех. Кун пек чухне вара çуртсене пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсем тума йывăртарах, çавăнпа та вĕсенче пĕчĕкрех юсав ĕçĕсем кăна тума тивет.
«Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» тулли мар яваплă обществăн ĕçĕ чылай енлĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенчи çÿп-çап контейнерĕсене тăкса тăрассипе те тăрăшаççĕ вĕсем. Кăçал тата 20 контейнер туянчĕç. Вокзальная урамри 12-мĕш, Мир урамĕнчи 1, 3-мĕш, Новая урамри 1, 3, 5, Чапаев тăкăрлăкĕнчи 1, 2, Ленин урамĕнчи 33-мĕш çуртра пурăнакансем валли 3 контейнер лартмалли ятарлă вырăн тунă. Кашни кунах ятарлă машина çÿп-çап е ытти ăпăр-тапăра илсе тухать.
«Хваттер хуçисен тÿлемен парăмсем те сахал мар. Вăл октябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне 1 миллион та 306 пин тенкĕпе танлашнă. Вăхăтра тÿлесе пырсан тата та ытларах калăпăшлă ĕçсем тума пултарăттăмăрччĕ», - тет директорăн заместителĕ О.Викторов.