Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çăкăр хакне ачаран пĕлет

Хăйĕн ĕмĕрне вăл çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Ĕç стажĕ унăн - 48 çул. Çур ĕмĕре яхăн çак пултаруллă çын пирĕн сĕтел çинче çăкăр, ытти ял хуçалăх продукчĕ ытлă-çитлĕ пултăр тесе тăрăшнă. Паян та вăл пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмест. Мăшăрĕпе иккĕшĕ тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Хăй вăхăтĕнче республикипех, çĕршывĕпех кĕрлесе, шавласа тăракан тăван хуçалăх пĕтнишĕн пĕтĕм чунтан кулянать вăл. Кам çинчен сăмах пырать тетĕр-и? Манăн сăмахăм ку хутĕнче «Дружба» колхозра чылай çулсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хунă Михаил Кириллович Кириллов пирки пырĕ.

Ачалăхĕ пĕрре те çăмăл пулман. 1936 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче Аслă Чак ялĕнче йышлă çемьере çуралнă вăл. 5 ывăл çитĕннĕ вĕсен çемйинче. Вăрçă пуçлансан питĕ йывăр пурнăç пулнă. Ачасем мĕн пĕчĕклех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. 7 класс вĕренсе пĕтерсен Михаил тăван «Знамя» хуçалăхра ĕçлеме тытăнать. Ака-суха, вырма ĕçĕсене хастар хутшăнать. 1955 çулта ăна çар ретне илеççĕ. Службăра тăнă чухне водитель профессие алла илет. Германире 3 çул хĕсметре тăрать пултаруллă салтак. 1958 çулта киле таврăнсан тăван хуçалăхра механизатор ĕçне кÿлĕнет. Анчах та çамрăка çĕнĕ çĕрсем илĕртеççĕ. Вăл ялти тепĕр икĕ çамрăкпа пĕрле Казахстана ĕçлеме тухса каять. Çурçĕр Казахстан облаçĕнчи Соколовски районне кĕрекен «Путь Ильича» колхозра трактористра ĕçлеме тытăнать. Иртен пуçласа сĕм çĕрлечченех ака-суха ĕçĕсене тăваççĕ чăваш çамрăкĕсем. Вĕсен ĕçченлĕхне кура колхоз правленийĕнчен темиçе хутчен те тав сăмахĕсене тивĕçеççĕ маттур яшсем. Отпуска тăван тăрăха килсен М.Кириллов Чупай хĕрне Римма Петровнана куç хывать. 1963 çулта вĕсем çемье чăмăртаççĕ. Çав çултанпа Михаил Кириллович «Дружба» колхозра тракторист пулса ĕçлеме тытăнать. Пĕр сменăра 7 гектар таран çĕр сухалать пултаруллă механизатор. М.Кириллов пек хастар ĕçченсем пулнăран «Дружба» колхоз аталану çулĕпе пынă, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Ÿсĕмсемпе пĕрле йывăрлăхсем те килсе тухнă.

«1972 çул ял ĕçченĕсемшĕн уйрăмах йывăр çул пулчĕ. Çанталăк шăрăх тăнине пула ял хуçалăх культурисем питĕ начар пулчĕç. Выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлес тĕллевпе эпир, механизаторсем, утă-улăма кÿршĕ республикăран турттарнă», - каласа парать Михаил Кириллович .

Ĕçне кура - хисепĕ. 1975 çулта КПСС Вăрмар райкомĕн бюровĕн йышăнăвĕпе М.Кириллов «Вăрмар районĕн чи лайăх механизаторĕ» ята тивĕçет. Çавăн пекех СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин кĕмĕл медальне те парса чысланă ăна. Çĕр ĕçне чунтан парăннă М.Кириллов механизатор чи пысăк наградăна - Ленин орденне - тивĕçет. РСФСР ял хуçалăхĕн социализмла ăмăртăвĕн отличникĕ, тăххăрмĕш пилĕкçуллăхăн ударникĕ те пулнă вăл.

Мăшăрĕпе, Римма Петровнапа, тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра тăрăшнă. Р.Кириллова колхозра столовăй заведующийĕ пулса вăй хунă, унăн ылтăн аллисемпе хатĕрленĕ апат-çимĕçе вăл вăхăтра ĕçленĕ çынсем паянхи кун та манмаççĕ. Римма Петровнапа Михаил Кириллович икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Мăнукĕсем те ÿссе çитĕнсе вĕсен ватлăхне савăнăç кÿреççĕ. Куç тулли савăнăç - кĕçĕн мăнук Кирилл. Эппин Кирилловсен йăх-несĕлĕ малалла та аталанса пырĕ.



04 ноября 2011
00:00
Поделиться