Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕлÿ тĕнчи питĕ илĕртÿллĕ

Шкулсенче кашни уйăхрах тĕрлĕ предметсен эрнисем пулаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - шкул ачисен хастарлăхĕпе пултарулăхне аталантарасси, предмета юратса вĕренме хăнăхтарасси. Вунă кун хушшинче учительсем ачасем валли интереслĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

Уйăх пуçламăшĕнче Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та пуçламăш классен эрни ăнăçлă иртрĕ. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем «туслăх» ăнлавпа паллашрĕç, юлташăн пурнăçри пĕлтерĕшĕ çинчен калаçу йĕркелерĕç. Класс ертÿçи Л.Федорова юлташăн мĕнле пулмаллине ăнлантарса тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ.

А.Александрова учитель ертсе пынипе 2-мĕш класс ачисем «Каллиграфи тĕнчинче» пулса курчĕç. Тĕрлĕ «станцисене» çитсе хăнăхтарусемпе ĕçсем пурнăçларĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Ку вăйăра чи пултарулли Д.Егоров пулчĕ, вăл çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕ. Малти вырăнсене Л.Захарова, Д.Павлов тата Н. Григорьева тухрĕç.

4-мĕш класра вĕренекенсем вара кĕвĕ-юрăпа интересленчĕç. Вĕсем музыка инструменчĕсемпе, нотăсемпе паллашрĕç, кĕвĕсем итлерĕç, вĕсене палласа илес енĕпе тупăшрĕç. Çак мероприятие класс ертÿçи М.Васильева йĕркелесе пычĕ.

Виççĕмĕш класс ачисем «Чи ăслă ача» вăййа хутшăнчĕç, вăл темиçе турпа иртрĕ. Чи малтанах вĕсем ыйтусем çине хуравларĕç, çурма финалистсем вара юмахсемпе вĕсен авторĕсен ячĕсене шырарĕç. Финала тухнă 4 вĕренекен пĕр-пĕрин хушшинче тупăшса малти вырăна Д. Тимофеева тухрĕ. «Чи нумай пĕлекен» номинацире Д.Федотов çĕнтерчĕ, «Чи тавçăрулли» - М.Андреев, «Чи хитре калаçаканни» В.Павлов пулчĕ.

Вĕренÿ интереслĕ те илĕртÿллĕ пултăр тесе предметсен эрнинче кăна мар, кашни кун тăрăшатпăр.



04 ноября 2011
00:00
Поделиться