Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăрăшакансене тивĕçлипе хаклаççĕ

Çак сăмахсене «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче ĕçлекен Наталья Шестова çинчен каланă пекех туйăнать. Вăл ĕçре çитĕнÿсемпе палăрнăшăн кăçал ЧР Президенчĕн ятарлă стипендие тивĕçнĕ.

2002 çулта Чăваш Республикин Президенчĕ çамрăксене патшалăх пулăшăвĕ парас енĕпе ятарлă указ кăларнă, унпа килĕшÿллĕн ĕçре пултарулăх кăтартакан 30 çула çитмен çамрăксене ятарлă стипенди параççĕ. Çак указ паянхи кун та пурнăçланса пырать. Темиçе çул хушшинче стипендие пирĕн районта пурĕ 10 çамрăк тивĕçнĕ. Кайăк-кĕшĕк фабрикинче тăрăшакансенчен ăна 3 çамрăк илнĕ. «Çамрăксене патшалăх пулăшу пани питĕ ырă пуçару. Паллах, Н.Шестова пек хăйĕн ĕçне чунтан пурнăçлакансене тивĕçлипе хакламалла. Стипенди илни вĕсене тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарать», - каласа парать фабрика директорĕ Н.Петров.

Н.Шестова 23-ре кăна пулин те кайăк-кĕшĕк фабрикинче тăватă çул тăрăшать. Кунта вăл 2007 çулта ĕçлеме пуçланă. Наталья Украинăра çуралса ÿснĕ, унтах вăтам шкулта вĕреннĕ. Унăн ашшĕ - мордва çынни, амăшĕ - пирĕн ентеш, Кивĕ Вăрмар хĕрĕ. Çавăнпа вĕсен çемйи 2007 çулта тăван ене таврăннă. Ялта пурăнма пуçласанах вĕсем амăшĕпе фабрикăна чăх-чĕп пăхма вырнаçнă. Наталья малтан хурсемпе чăхсене пăхнă, 2010 çултанпа кăрккасем çитĕнтерекен корпусра тăрăшать. Вăл витере пĕчченех ĕçлет, унта - 2500 кăркка. Вĕсем тăватă уйăхра, çак вăхăт хушшинче 3-4 кг ÿснĕ. «Унччен 5000 кăркка чĕппи пулнă, çавăнпа йывăртарахчĕ, халĕ, уйăрнă хыççăн, кăшт çăмăлтарах», - тет Наталья. Чăн та, витере кăрккасен шучĕ çук, вĕсен «калаçăвĕ» те хăйне евĕр. Хуçинчен хăрамаççĕ вĕсем, чĕнсен те пыраççĕ. Çапах кусем çамрăкрах та, юттисенчен шикленеççĕ. Наталья ирхине ĕçе килсен кăрккасем валли апат хатĕрлет. Кунне вĕсене икĕ хут - ирхине тата кăнтăрла хыççăн - çитермелле. Хĕре пулăшма апат салатмалли ятарлă хатĕр пур. Витере типтерлет, тасатать, пăчкă кĕрпи (опилка) сарса «урайне» çĕнетет. Кăрккасем çăмарта та тума пуçланă, вĕсене те пуçтарса ĕлкĕрмелле. Çапла ĕç вăхăчĕ те иртсе каять.

Наталья фермăна ĕçлеме килни ахаль мар: вăл чĕр чунсене юратать. Килте те вĕсем чăх-чĕп йышлă усраççĕ. Фермăра ĕçлеме пуçласан вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ, зоотехник пулма ĕмĕтленет. Н.Шестова ĕçне И.Романова бригадир та пысăка хурса хаклать: «Наталья питĕ тăрăшуллă хĕр. Вăл хăйĕн ĕçне тĕплĕ пурнăçлать, пĕтĕмпе вăхăтра тăвать. Кăрккасене юратса пăхать, ĕçри кăтартусем те пысăк унăн. Малашне те хастаррăн ĕçлесе пысăк çитĕнÿсем тăвасса шанас килет».



04 ноября 2011
00:00
Поделиться