Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Телейлĕ анлă пурнăç çулĕ

Ашшĕ-амăшне кура ывăл-хĕрне хак параççĕ чăвашсем. Нумайăшĕ çак каларăша ăша хывса ĕмĕр тăршшĕпех пурнăç çулне чыслă та сумлă утса тухас тесе тăрăшать. Пин-пин çын хушшинче çак çулпа утакансенчен пĕри - Мăнçырмара 1951 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче Мясниковсен (Иосиф Спиридоновичпа Анна Сергеевна) çемйинче кун çути курнă Нина Иосифовна Романова.

Ачалăх çулĕсем Нинăн йышлă çемьере иртнĕ: 3 ывăл та 3 хĕр ашшĕ-амăшĕпе тата асламăшĕпе пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса куна-çĕре ирттернĕ, аслисенчен ĕçчен те сăпайлă пулма, çынна хисеплеме, кирлĕ вăхăтра пулăшу пама вĕреннĕ.

1968-мĕш çулта ялти вăтам шкула вĕренсе пĕтерни çинчен аттестат илсен нумай шухăшласа тăман, ялти лавккара çын кирли çинчен илтсен ĕçе вырнаçма, ашшĕ-амăшĕшĕн пĕчĕк тĕрев пулма шухăшланă. Çапла вара 17 çул та тултарса ĕлкĕрмен Нина лавккара халăх хушшинче ĕçлеме пуçланă. Сăнав вăхăчĕ 6 уйăх пулнă пулсан, ĕçченлĕхне, ĕçе хăвăрт хăнăхнине кура 2 уйăхранах сутуçă ĕçне куçарнă ăна. Сутуçă ĕçĕ бухгалтер ĕçне çывăх пулнипе Нина Иосифовна 1974 çулхи март уйăхĕнче шкула куçать, делопроизводитель пулса ĕçлет. 1977 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет, 1982 çулта пуçламăш классенче ĕçлеме пултарнине кăтартакан диплом илет.

1977-мĕш çулхи октябрьтен Нина Иосифовна вĕрентÿ ĕçне куçать: малтанхи çулсенче шкул çумĕнчи интернатра, ун хыççăн 10 çула яхăн вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен ушкăнра воспитательте ĕçлет. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни, ĕçе чунтан юратни çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума май парать. 1986-мĕш çулта ЧАССР Вĕрентÿ министерствин приказĕпе Нина Иосифовнана «Воспитатель-методист» хисеплĕ ят параççĕ. 1993 çулхи сентябрьте 1-мĕш класс вĕренекенĕсене класа алăк уçса кĕртнĕ, анлă пĕлÿ тĕнчине çул хывнă. Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен ачасене тарăн та çирĕп пĕлÿ пама тăрăшнă, тĕрлĕ викторина-конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă, ачасемпе пĕрле Нина Иосифовна хăй те тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Унăн ĕçне хак панине кăтартакан папкăра шкул дирекцийĕпе вырăнти профком, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ тата районти профсоюз комитечĕ панă Хисеп хучĕсем йышлă.

1999 çулта ЧР Вĕрентÿ министерстви, 2011 çулта РФ Вĕрентÿ министерстви панă Хисеп хучĕсем Нина Иосифовна хăй ĕçĕнче чăн-чăн ăста пулнине кăтартаççĕ.

44-мĕш çул пĕр кун сиктерми такăрлатать Нина Иосифовна пурнăçăн телейлĕ те анлă çулне. Çак телее тупма ăна савнă мăшăрĕ, хăй пекех ĕçчен те сăпайлă Леонид Викторович, Эльвина хĕрĕ, Виталипе Вячеслав ывăлĕсем май параççĕ. Виççĕшĕ те вĕсем, аслă пĕлÿллĕ специалистсем, Мускавра тĕпленсе ĕçлесе пурăнаççĕ. Эльвина - «Стройгазмонтаж» тулли мар яваплă общество бухгалтерĕ, Виталипе Вячеслав «Легион-паркет» фирмăра ĕçлеççĕ: асли - цех пуçлăхĕ, бригадир, кĕçĕнни - дизайнер, анлă тавра курăмлă, нумай енлĕ специалист.

Тивĕçлĕ канăва тухни 5 çул çитнĕ пулсан та Нина Иосифовна килте ларма шухăшламасть. 2007 çулхи сентябрьтен пуçласа мĕн паянхи кунчченех шкулта секретарь-машинисткăра ĕçлет. Хăйĕн ĕçне аллинчи пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пекех чухлаканскер пĕтĕм ĕçе вăхăтра та тивĕçлĕ шайра пурнăçлать. Çак йĕркелĕх пулăшать те ĕçе чунтан парăннă Нина Иосифовнăна телейлĕ пурнăç çулĕпе çăмăллăн утма.



04 ноября 2011
00:00
Поделиться