Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнелет фельдшерпа акушер пункчĕ

Юлашки çулсенче ятарлă медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе тунă ĕçсем Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕнче курăмлă кăтартусем кÿчĕç. Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май çынсене кÿрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ.

Кăçал Аслă Чак ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн фельдшерпа акушер пункчĕ тĕпрен çĕнелсе пыни чăннипех те пысăк савăнăç пулчĕ.

«Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилотлă проекта пурнăçласси çинчен» Указпа килĕшÿллĕн асăннă ял тăрăхĕнчи фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен çĕнетме 881 пин те 650 тенкĕ уйăрнă. Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Иванов палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра кунта чылай ĕçсем пурнăçланă. Фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Наталия Петровна Владимирова асăннă учреждение хăтлăх кĕртнипе кăмăллă. «29 çул тăрăшса вăй хуратăп çак ĕçре. Атнаш, Кĕçĕн Чак, Аслă Чак, Пĕчĕк Енккасси, Çĕнĕ Мăнтăр ялĕсенчи çынсен сывлăхĕсене тимлесе тăратăп. Йывăр чирлисен килĕсене май пур таран çитме тăрăшатăп. Ытларах вара ватă çулхисенчи çынсем чирлеççĕ. Алă, ура сыпписем ыратнипе, юн пусăмĕ пысăккипе пулăшу ыйтма килеççĕ», - тет пултаруллă медицина ĕçченĕ. Ĕçри хастарлăхшăн вăл «Чăваш Республикин чи лайăх фельдшерĕ» ята тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна чылай çул тăрăшса вăй хунăшăн Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Фельдшерпа акушер пунктне çын тăтăшах çÿрет. Кама эмел кирлĕ, тепри вара хăйне валли кирлĕ эмелсем ятарласа илсе килме ыйтать, виççĕмĕшĕ сывлăхне тĕрĕслеттерет. Пурин ыйтăвне те тивĕçтерме тăрăшать Наталия Петровна. Аслă Чакра пурăнакан тивĕçлĕ канăва тухнă Зоя Аристарховна Григорьева сывлăх хавшанипе фельдшерпа акушер пунктне çÿрет. Юн пусăмĕ пысăкки ăна пăшăрхантарать. Наталия Петровна ун сывлăхне тимлет, кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерме тăрăшать.

Фельдшерпа акушер пункчĕ çĕнелсе пынă май вырăнти халăха паха медицина пулăшăвĕ парасси татах та ÿссе пырасса шанать Н.Владимирова заведующи



08 ноября 2011
00:00
Поделиться