Хăюллисемпе паттăррисен уявĕ
Ноябрĕн 10-мĕшĕ милици кунĕ пулнипе паллă, кăçалтан вара ун ятне улăштарнă: РФ Президенчĕ Д.Медведев октябрĕн 22-мĕшĕнче çирĕплетнĕ Указĕпе килĕшÿллĕн РФ шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекенсен кунне уявлаççĕ.
Экономикăра тата социаллă сферăра реформăсем пурнăçа кĕрсе пынă май, тĕрлĕ енлĕ преступленисем тăвасси те нумайланнă. Çавăнпа та полици ĕçченĕсен граждансен правипе ирĕкне, пурнăçне сыхлас яваплăх ÿсет. Полицин обществăри пĕлтерĕшĕ çултан çул лайăхланса пырать. Пирĕн тытăмра улшăнусем пулса иртнĕ пулин те преступлени тăвассинчен сыхласси, терроризмпа экстремизма хирĕç кĕрешесси, йĕркене пăсассинчен профилактикăллă ĕçсем ирттересси тĕп тĕллевсем пулса юлаççĕ. Çĕнĕ задачăсем те пирĕн ума лартаççĕ: коррупцие хирĕç кĕрешмелли мероприятисем йĕркелесси, обществăлла вырăнсенче пулса иртнĕ лару-тăрăва йĕркелесе пырасси, право йĕркине пăснин пĕтĕм тĕслĕхĕсене регистрацилесе пырасси, тунă преступленисене учета илмесĕр хăварнă тата следстви вăхăтĕнче граждансен прависене пăснă тĕслĕхсене пĕтересси, национальноçпа тата тĕнпе çыхăннă преступленисене чакарасси.
Кăçалхи 10 уйăх хушшинче районта преступлени тăвасси, пĕлтĕрхи ку вăхăтрипе танлаштарсан, 3,6 процент ÿснĕ. Районта 172 преступлени шута илнĕ, 84,3 процентне уçса панă. Лайăх кăтартусем те çук мар: йывăр преступленисем тăвасси 3,1 процент, вăрласси 60 процент, çул çитменнисем йĕркене пăсни чакнă. Преступленисене уçса парасси те лайăхланнă.
РФ шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекенсен кунĕ вăл - чăн-чăн уяв, ун пĕлтерĕшĕ çултан çул ÿсет. Пирĕн ĕç питĕ яваплă, кунта ĕçлекенсем кашни кун хăрушлăхпа куçа куçăн тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та вĕсен хăюллă та паттăр пулмалла. Полици уйрăмĕнче ĕçлекенсене тата ветерансене çывхарса килекен уявпа чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, çемьере телей, ĕçре ăнăçу сунатăп