Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хушма пулăшу

ЧР Президенчĕ М.Игнатьев «Республикăн амăшĕн капиталĕ çинчен» Хушăва алă пуснă.

Патшалăхăн хушма пулăшăвăн виçи - 100 пин тенкĕ, 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çуралнă (усрава илнĕ) виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачашăн республикăн амăшĕн капиталĕн сертификатне параççĕ.

Сăмах май, Чăваш Енре çулсерен 2 пине яхăн çемьере виççĕмĕш е ун хыççăнхи пепке çут тĕнчене килет. 2015 çул тĕлне çак йыш 2,5-3 пине çитессе шанаççĕ. Республикăн амăшĕн капиталĕпе пурăнмалли условисене лайăхлатма, ача вĕреннĕшĕн тÿлеме тата пенси виçине пысăклатма май пулĕ.

Иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачашăн федераци бюджетĕнчен халĕ, сăмахран, 365 пин тенкĕ уйăраççĕ. Малашне çакăн çумне республика хыснинчен тата 100 пин тенкĕ хушăнма пултарĕ. Çур миллиона яхăн укçа çамрăк çемьене ура çинче çирĕпрех тăма пулăшĕ


15 ноября 2011
00:00
Поделиться