Вăрăм кун-çул
Паян «Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕ 80 çул тултарать.
Хаçат историне халалланă 2003 çулта пичетленсе тухнă кĕнекене паллă журналист А.Хованский «Тумхахлă та мухтавлă çулпа» ят панăччĕ. Ку пĕрре те ахальтен мар. 1931 çулта «Трактăр» ятпа тухма пуçланă хаçатăн 80 çул хушшинче темле тумхах урлă утма тивнĕ, çав хушăрах ырă та ăшă сăмахсене те сахал мар тивĕçнĕ. Кун-çул уттинчен юлманни, кашни курăмлă пулăма вăхăтра çутатни, çитменлĕхсене питлени, пултаруллă та паллă ентешсен кун-çулне çутатса пыни хаçат тиражне ÿссе пыма пулăшнă. 1970 çултан пуçласа кăна редакци коллективĕ 50 ытла Хисеп хучĕ, Дипломсем илме тивĕç пулнă. Унсăр пуçне Раççей, Республика шайĕсенчи хисеплĕ ятсемпе грамотăсене илнĕ журналистсем те сахал мар.
Обществăлла корреспондентсем те хаçата чĕрĕ информаци илсе çитерекенсенчен пĕрисем. А.Хованский, В.Цыфаркин, З.Илларионова, Н.Иванов, А.Леонтьева, Н.Исаев, Л.Ломоносова, С.Романова (Корнилова), Т.Иванова, А.Вишневский тата ытти çыравçăсем хаçата пуянлатма пулăшаççĕ. Пурне те вĕсене тав сăмахĕ калатпăр.
Паллах хаçат вулакансемсĕр пулма пултараймасть. Апла пулсан хаçат менельникĕ - сирĕн уяв та. Юбилей ячĕпе сире, хисеплĕ вулаканăмăрсем!