Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ЧР Президенчĕн Патшалăх Канашне янă çырăвне сÿтсе яврĕç

Çакăн пек темăпа иртрĕ пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн чи малтан район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулчĕ, унтан ларусен залĕнче иртекен канашлăва хутшăнчĕ. Кайран ушкăнсем çине пайланса Кĕлкеш, Мăнçырма тата Кĕтеснер ял тăрăхĕсене кайрĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата Чăваш Енри Суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В.Петров Мăнçырма ял тăрăхĕнче ĕç коллективĕсемпе тата ял çыннисемпе тĕл пулчĕç.

Мăнçырма. Ĕçлĕ ушкăн асăннă ялти информаципе культура центрĕнче, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулса курчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин хăйĕн калаçăвĕнче ЧР Президенчĕн М.Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă «Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн» Çырăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл асăннă Çырура виçĕ çивĕч ыйтăва палăртни çинчен каларĕ. Вĕсем: ĕçсĕрлĕхе чакарасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, ĕç укçине пурăнма çителĕклĕ шайра тăвасси. Ку ыйтусене татса парассипе район администрацийĕ те чылай ĕçсем туса ирттерет. Çавăн пекех Константин Владимирович кăçалхи декабрĕн 4-мĕшĕнче иртекен суйлава пурин те активлă хутшăнмалли пирки каласа хăварчĕ.

Ял тăрăхĕнчи граждансемпе, вĕрентекенсемпе иртнĕ тĕл пулура ЧР Патшалăх Канашĕн заместителĕ Г.Васильев юлашки 10 çул хушшинче республикăра, Раççейре пулса иртнĕ ырă улшăнусем, çĕнĕлĕхсем пирки каларĕ. Çавăн пекех «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята илесси пирки çыхăннă ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ.

Кĕтеснер. ЧР Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова, «ЧР çĕр кадастрĕн палати» патшалăх учрежденийĕн директорĕ Т.Матвеева тата район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ-ял хуçалăхĕпе экологи, çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов Кĕтеснер ялĕнче пулчĕç. Чи малтанах вĕсем ял тăрăхĕн администрацийĕнче пулчĕç, ун пуçлăхĕпе Л.Федоровăпа курса калаçрĕç. Унтан ĕçлĕ ушкăн ялти пĕлÿ çуртне çул тытрĕ, кунта М.Краснова директор шкулпа паллаштарчĕ. Кăçал вĕренÿ учрежденийĕсене ялсене аталантармалли ятарлă проектпа килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсем тума укçа-тенкĕ уйăрнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне шкулта методика пÿлĕмне, столовăя, коридорсене, çурт тăррине юсаса çĕнетнĕ. Унтан культура çурчĕн, фельдшерпа акушер пункчĕн, ял тăрăхĕн администрацийĕн, шкулăн, ача сачĕн ĕç коллективĕсемпе тата ял çыннисемпе тĕл пулчĕç. ЧР Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова пухăннисене ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă çырăвĕпе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Д.Иванов районти ял хуçалăх енĕпе мĕнле çитĕнÿсем туни тата ял ĕçченĕсем валли мĕнле çăмăллăхсем пурри çинче чарăнса тăчĕ.



18 ноября 2011
00:00
Поделиться