Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ЧР Президенчĕн Çырăвне сÿтсе яваççĕ

К.Никитин, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев республика парламенчĕн 42-мĕш сессийĕнче ЧР Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă «Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн» Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Президент Çырăвне итленĕ май унта чи малтанах çыншăн тăрăшни тĕп вырăнта пулни палăрчĕ. Чăнах та, паян пур сыпăкри влаç тытăмĕсем, çынсемшĕн ĕçлеççĕ. Республикăн, районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕнче тĕп ресурс çын шутланать. Вĕсен ырлăхĕшĕн эпир майлă условисем туса парассишĕн тăрăшатпăр.

Çырура паянхи экономикăна хакланă. Пирĕн резервсемпе ресурссем пур, анчах пире ÿсĕм кирлĕ. Ÿсĕм пур енĕпе те: экономикăра, социаллă сферăра. Обществăн мĕн пур вăйне, тепĕр майлă каласан влаçа, бизнеса, общество организацийĕсене, пĕтĕм обществăна пĕтĕçтермелле.

Чи пĕлтерĕшлĕ тĕллев - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси пирки те тĕплĕн чарăнса тăчĕ М.Игнатьев Президент. Çавна май пирĕн районта ку енĕпе чылай ĕçсем пурнăçланаççĕ: юлашки çулсенче «Вăрмарти çĕвĕ фабрики - ОВАС», «Светлана», «Нефть-Трэвел», «АЛТЭЦЦА» тулли мар яваплă обществăсем уçăлни районта пурăнакансене вырăнтах ĕçлеме майлă условисем туса пачĕç.

М.Игнатьев ял хуçалăх сферинчи лайăх ĕçе палăртрĕ. Пирĕн район яланах ял хуçалăх производствипе палăрса тăнă. Çавăнпах ĕнтĕ тĕш тырă культурисене, çĕр улми туса илессипе те яланах малти вырăнсенче пулнă. Çакна кăçалхи кăтартусем те çирĕплетсе пачĕç. Ял хуçалăхне аталантарма инвесторсем явăçтарни те пысăк пулăшу кÿрет.

Республикăра ĕçлесе пурăнакан граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва та пысăк вырăна хурать М.Игнатьев. Пирĕн районта çурт-йĕр тăвасси малтанхи çулсемпе танлаштарсан çÿллĕ шайра пулса пырать. 2010 çулта ку кăтарту 38550 тăваткал метрпа танлашнă. Çакă пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн. Социаллă программăсемпе усă курса районта пурăнакан чылай граждан хăтлă çурт-йĕрлĕ, хваттерлĕ пулчĕ. Президент тĕллев вырăнне палăртнă кăтартусем малашлăх тĕлĕшпе шанăç параççĕ. Республика пуçлăхĕ ыранхи куна шанни пире, Чăваш Енре пурăнакансене, çирĕплĕх, шанăçлăх кÿрет.

Н.Петров, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин директорĕ.

ЧР Президенчĕн М.Игнатьевăн Çырăвĕ пире Чăваш Ен экономикине, агропромышленность секторне аталантарас енĕпе тытса пыракан çула мала тăсма хистет. Ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансен конкурентлăхне çĕклесси, хуçалăх ĕçĕн инноваци формисем, ялсенче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтересси - çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăх производствин хăвăртлăхĕн ÿсĕмĕ енĕпе Чăваш Ен Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсен хушшинче малти вырăнсене йышăнни те пире чăннипех те савăнтарать тата тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет. «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ ял хуçалăх ĕçченĕсене аталанмашкăн пур условисем те туса парать. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн эпир 4200 кăркка вырнаçмалăх çĕнĕ вите хăпартрăмăр. Унпа пĕрлех фермăсене реконструкцилессипе те чылай ĕçсем туса ирттертĕмĕр. 30 пин кăркка валли кормоцеха оборудованипе хута ятăмăр.

Пĕлтĕрхи шăрăх та типĕ çанталăк кÿнĕ сиене пĕтерес тĕлĕшпе те нумай ĕçленĕ. Паян республика ертÿçисен курăмлă пулăшăвне туйнă май, ял хуçалăхĕ малалла аталанса пырать. Вăл АПК пуласлăхĕ пуррине, Президент палăртнă тĕллевсем пурнăçланассине пĕлтерет. Çапла пултăр тесе пĕтĕм вăй хурса ĕçлĕпĕр.

Г.АЛЕКСЕЕВА, районти тĕп библиотека директорĕ. Культура тытăмĕнче нумай çул хушши ĕçленĕ май маншăн Президент каланă сăмахĕсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕç. «Пирĕн мĕн пур ял тăрăхĕсенче культура ыйтăвĕсемпе çине тăрса ĕçлемелле, çĕр çинче пурăнакан мĕн пур халăхăн культура еткерне пропагандăламалли кашни майпах усă курмалла», - тенĕ Михаил Васильевич. Ку пĕрре те пушă сăмахсем мар. Çакна ЧР Культура министерствине отраслĕн Аталану концепцине туса хатĕрлеме хушни, «культура ырлăхĕсемпе тата пулăшăвăн мĕн пур тĕслĕхĕпе ирĕклĕн тата пĕр тан усă курма пултарассине тивĕçтерме майсем туса парасси», - тени культура малашлăхне шанăç кÿреççĕ



23 ноября 2011
00:00
Поделиться