Чылайăшĕ «Единая Российăшăн»
Пĕтĕм Раççейри общество шухăшне тĕпчекен центр (ВЦИОМ) пĕлтернĕ тăрăх РФ Думине 4 парти суйланĕ.
Суйлав çывхарнă май хăш-пĕр политика партийĕсем хăйсем çĕнтересси çинчен питĕ хăюллăн калаççĕ. Çавна май экспертсем панă тĕрлĕ комментарисемпе социологи ыйтăмĕсем палăрма пуçларĕç. Ытларах чухне партисем ку енĕпе хăйсем тăрăшаççĕ, ятарласа кăларакан хаçатсенче хăйсен «тĕпчевĕсене» пичетлеççĕ. Анчах та унта палăртнă шухăшсем чăнлăхпа тÿр килмеççĕ, çакă ытларах шутласа тупнă юмаха аса илтерет. Тĕслĕхрен, «Справедливая Россия» парти кăларакан хаçатра ыттисем хушшинче хăйсене кăшт кăна пĕрремĕш вырăна лартман. Коммунистсен партийĕ те Тюмень облаçĕнче хăйсем ирттернĕ ыйтăмăн пĕтĕмлетĕвĕсене интернетра вырнаçтарнă.
«Парти социологийĕ» вăл - чăнлăха кăтартакан пулăм мар, агитаци кăна. Вĕсемпе паллашма пулать, анчах шанмалла мар. Раççейре социологи тĕпчевĕсем ирттерекен ятарлă организацисем пур, вĕсенчен пĕри - Пĕтĕм Раççейри общество шухăшне тĕпчекен центр (ВЦИОМ). Унти специалистсем кашни кун ыйтăм ирттереççĕ. Çитес вырсарни кун суйлав пулнă пулсан кам хăш партишĕн сасăлĕ-ши тесе тĕпчеççĕ. ВЦИОМ пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсем çакăн пек пулнă: «Единая Россия» - 48,19 процент, КПРФ - 26,35 процент, ЛДПР - 15,51 процент, «Справедливая Россия» - 6,41 процент. «Яблоко», «Патриоты России» тата «Правое дело» партисем 4 процент пуçтарнă. Пĕр уйăх хушшинче чылай улшăну пулса иртрĕ. Партисемпе кандидатсен списокĕсем паллă пулчĕç, вĕсем регистраци витĕр тухрĕç. Суйлавçăсем партисен программисемпе паллашрĕç, вĕсем мĕнле тĕп шухăшсемпе ĕçленине пĕлчĕç. Октябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне цифрăсем урăхланчĕç: «Единая Россия» - 52,64, КПРФ - 23,69, ЛДПР - 15,1, «Справедливая Россия» - 6,25 процент. Ытти партисем вара пĕр процент та пухаймарĕç. ВЦИОМ палăртнă тăрăх, малашне улшăнусем ытлашши пулмĕç. «Единая Россия» парти хăйĕн сумне çухатмĕ, парламентра хальчченхи пекех вĕсем пуринчен ытларах пулĕç. Эксперт-политологсем каланă тата çынсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, суйлава суйлавçăсен 56 проценчĕ хутшăнĕ, Думăна тăватă парти суйланĕ: «Единая Россия» (53,8 процент), КПРФ (17,1 процент), ЛДПР (11,3 процент), «Справедливая Россия» (7,9 процент). «Яблоко», «Патриоты России» тата «Правое дело» партисем Думăна кĕреймĕç