Курчĕç, ăша хыврĕç
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен пуçласа шкул пĕтернĕ çамрăксенчен ытларахăшĕ алла рабочи специальноçĕсене мар, юристсемпе финансистсен профессине илме ăнтăлчĕç. Анчах, çурт тунă пекех, пĕтĕмпех никĕсрен пуçланать.
Çĕршыв экономики промышленноçпа ял хуçалăх çинче никĕсленсе тăрать. Ăна аталантарма вара тарăн пĕлÿ илнĕ специалистсем кирлĕ. Çакна пĕр хут кăна мар РФ Президенчĕ Д.Медведев та, Правительствăн премьер-министрĕ В.Путин та палăртрĕç. Ăна пĕтĕмпех шута илсех ĕнтĕ «Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Вăрмарти комбинат» МУП директорĕ Ю.Максимов районти аслă классенче вĕренекенсене çĕвĕç, атă-пушмак, сехет, телеаппаратура юсакансен профессийĕсемпе паллаштарма тĕв тунă.
Çак кунсенче кунта экскурсире Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти 9-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç. Юрий Анатольевич хăй те, ытти яваплă çынсем те кунти производство ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç.
Кĕтеснер шкулĕнче те профориентаци енĕпе курăмлă ĕç туса ирттереççĕ. Çак ыйтăва шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнчех çĕкленĕ. Çавăнпа та Е.Ефимова класс руководителĕпе пĕрлех Д.Антонова амăшĕ Н.Антонова та килнĕ. Ачасем нумай çĕнни курчĕç, ăша хыврĕç.