Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сумлă çынсемпе курса калаçма та кăмăллă

Çынна ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухмалла тунă. Çапах хăш-пĕрисем пенсие кайсан та общество пурнăçне хастар хутшăнаççĕ, районта пулса иртекен пулăмсемпе интересленсе тăраççĕ. Нумаях пулмасть ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, пенсионерсем, предприятисемпе организацисене ертсе пынă сумлă çынсем, обществăлла канашсен председателĕсемпе вĕсен хастарĕсем район администрацийĕн ларусен залне пухăнчĕç.

Ветерансене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин саламларĕ. Хăйĕн сăмахне вăл ЧР Президенчĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе пуçларĕ, унта палăртнă тĕп шухăшсемпе паллаштарчĕ. Унтан Константин Владимирович район ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсем тата проблемисем çинчен каласа пачĕ, малашнехи тĕллевсене те асăнчĕ. Юлашкинчен ветерансене ĕçленĕ вăхăтра тунă çитĕнÿсемшĕн тав турĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. «Малашне те хастар пулăр. Эсир панă канашсемпе сĕнÿсем пирĕн ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пулăшаççĕ», - терĕ Константин Владимирович.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев республика экономики мĕнле аталанса пыни тата юлашки вăхăтра йышăннă саккунсем çинчен каласа пачĕ: «Октябрьте пĕлтерĕшлĕ саккун вăя кĕчĕ - 40-45 çул ĕç стажĕллисен «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме май пур, 26 пин пенсионер бюджет укçи-тенкипе социаллă пулăшу илĕ. Малашне çак кăтартăва 35-40 çул таран чакарассине те пăхса тухма палăртнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси малашне те пурнăçланса пырĕ, çитес çулсенче вĕсем пурте пÿрт-çуртлă пулĕç. Юлашки 10 çулта пенси 6 хут ÿсрĕ, çитес çулта тата 9,6 процент ÿсĕ». Çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн А.Разумовăн пулăшуçи Ю.Григорьевский, «АККОНД» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕн çумĕ С.Кириллов тухса калаçрĕç.

Районти хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Г.Петрова пурне те çывхарса килекен Амăшĕн кунĕ ячĕпе саламларĕ, амăшĕн пурнăçри пĕлтерĕшĕ çинчен ăшă сăмахсем каларĕ: «Эпир вырăс-и, тутар-и, хура çÿçлĕ-и, сарă-и, çапах пире пурне те пĕрлештерекенни вăл - анне. Анне çемье ăшши тытса тăрать, ача-пăча ÿстерет, кил-çурт тытать». Мăнçырмари Тихвински Турамăшĕн турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте пурне те тăнăçлăх, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма сунчĕ.

Района нумай çул хушши ертсе пынă Н.Дмитриева сăмах каларĕ. С.Калягин ĕç ветеранĕ вара ял çыннине хумхантаракан ыйтусене хускатрĕ



25 ноября 2011
00:00
Поделиться