Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма
Республика çыннисен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси - Чăваш Ен правительствин тĕп задачисенчен пĕри. Ку енĕпе мĕн тунă тата малашне мĕн тумалла; Паян вулакансене ЧР хуласем тăвас тата обществăлла инфратытăма аталантарас ĕçĕн министрĕнчен А.Гончаровран илнĕ интервьюпа паллаштаратпăр.
- 2011 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх паракан пулăшăвăн хушма мерисем çинчен» Указа алă пуснă. Эсир кун пирки мĕн калама пултаратăр?
- Указ - ку вăл пысăк ĕçе пĕтĕмлетни тата республика Президенчĕ çамрăк çемьесене пысăк тимлĕх уйăрни. Çакă вĕсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе тунă тепĕр утăм. Президент Указĕ - пулăшăвăн çĕнĕ форми, унпа килĕшÿллĕн çамрăксене 10 çуллăха илнĕ ипотекăн пĕр пайне тÿлеме субсиди параççĕ. Ку вăл, ытти программăсемпе танлаштарсан, питĕ пысăк пулăшу, пĕр çемьене 500-600 пин тенкĕ таран илме май парать.
- Пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси мĕнле пырать?
- Çурт-йĕр хута ярасси пĕлтĕрхи графикпе танах пулса пырать. Январь-сентябрь уйăхĕсенче 470 пин тăваткал метра яхăн хута янă. Çапах та çурт-йĕр тата ытларах тумалла.
- Ипотека кредитне илесси епле аталанса пырать?
- Çурт-йĕр проблеми тĕрлĕ категорири граждансемшĕн питĕ çивĕч тăрать. Эпĕ ипотека çинчен кăна мар, чи малтан çурт-йĕр строительствине епле пулăшу пани çинчен каласшăн. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе вĕсен çемйисен членĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа ĕçлет. Паян программăна хутшăнма 4000-е яхăн çын заявлени панă, 3770 яхăн çынна çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Ку цифрăсем кашни кунах улшăнса тăраççĕ.
Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерме пулăшмалли программа пурнăçланса пырать, уйрăм çуртсем те тăваççĕ, хатĕр çурт е хваттер те туянаççĕ. Тăлăх ачасен çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса параççĕ. Учетра 1067 ача тăрать. Кăçал эпир çурт-йĕр илме вăхăт çитнĕ 334 ачан ыйтăвне тивĕçтерме палăртатпăр. Ку та лайăх пулăшу пулĕ. Запаса тухнă çар çыннисене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа та хута каять. Çакна валли федераци укçи-тенкине уйăрса панă.
- Çулсем тăвасси. Ку енĕпе ĕçсем еплерех?
- Инфратытăм аталанăвне республикăра яланах пысăк тимлĕх уйăрнă. Унăн тĕп элеменчĕсенчен пĕри - çулсем.
2006 çултанпа республикăри çулсене тăвасси пĕр тикĕс пулса пырать. Вĕсене юсаççĕ, çĕннисене, тĕрлĕрен районсене кĕске çулпа çыхăнтараканнисене хываççĕ, вĕсем çынсене тата таварсене турттарма лайăхрах условисем тума пулăшаççĕ. Акă, Патăрьел тата Улатăр районĕсенче тăвакан автоçул çак ялпа хула хушшине 60 километрлăх кĕскетет.
Сăр шывĕ патĕнчи автоçула тăвассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Республикăн çак тĕп магистралĕсенчен пĕрне йĕркеллĕ тытса тăни вăл - республикăн экономикине малалла аталантарма пулăшни те.
- Çуртсене тĕпрен юсас тата кивĕ çуртсене пăсас тĕлĕшпе ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ?
- Раççей Правительствинче çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетме пулăшакан фондăн малашнехи ĕçĕ пирки дискуссисем пыраççĕ. Вăл, паллах, çак сфера çине тимлĕрех пăхма нумай пулăшрĕ. Анчах та фонд ĕçĕн срокне кĕскетекен Федераци саккунне йышăннă. Халĕ унăн ĕçне малалла тăсасси пирки ыйту пăхса тухаççĕ, апла пулсан, бюджетран хушма укçа-тенкĕ пама пултараççĕ. Кивĕ çуртсене пăсассипе те Раççей Правительствин шайĕнче ыйту пăхса тухнă.
Ипотекăпа кредит парасси республикăра активлă аталанса пырать, кăçал 3,5 миллиард тенкĕлĕх кредит пама палăртнă. Паянлăха 3 миллиардлăх кредит панă та ĕнтĕ.
- Пирĕн районта строительство енĕпе тата çурт-йĕр тăвассипе мĕнле улшăнусем пулса пыраççĕ?
- Вăрмарсен те ку енĕпе ÿсĕмсем пур. 2006 çулта «Канаш-Сĕве» чукун çул урлă