Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Лайăх вĕренекен ачасем ытларах пулччăр

Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти ашшĕ-амăшĕсен пухăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ О.Ильин, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Е.Николаева тата вĕрентекенсем хутшăннă.

Шкул ĕçĕ-хĕлĕпе тата ачасен вĕренĕвĕпе директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Л.Никифорова паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра асăннă шкулта 95 ача пĕлÿ пухать. Вĕсенчен «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе пыракансем - 30. Палăртма кăмăллă: кашни çулах асăннă шкулта вĕренекенсем районти, республикăри ăс-хакăл тупăшăвĕсен конкурсĕсене активлă хутшăнаççĕ, малти вырăнсене те çĕнсе илеççĕ. Людмила Федоровна хăйĕн калаçăвĕнче кашни класри пултаруллă ачасен çитĕнĕвĕсем çинчен тĕплĕн каласа хăварчĕ. Ачасем спортра та пысăк пултарулăх кăтартаççĕ. Физкультура предметне вĕрентекен А.Ноздрин тăрăшнипе вĕсем çулсерен районти, республикăри спорт ăмăртăвĕсенче яланах малти вырăнсем йышăнаççĕ. Шкултан вĕренсе тухнисенчен чылайăшĕ техникумсемпе аслă вĕренÿ заведенийĕсене пĕлÿ пухма кĕреççĕ. Тепĕр майлă каласан пĕр ача та специальноç илмесĕр юлмасть.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ачасен апатланăвĕпе те кăсăкланчĕ. Людмила Федоровна палăртнă тăрăх, ачасене апатланмашкăн апат-çимĕç çителĕклĕ хатĕрлеççĕ. Унсăр пуçне ачасем çуллахи вăхăтра хăйсем пахча çимĕç лартса ÿстереççĕ, çавăнпа та апатшăн тÿлев чылай сахалрах.

Унтан Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев тухса калаçрĕ. Вăл кăçал пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Пухăва килнисенчен ыйтусем те чылай пулчĕç. Патти ялĕнче пурăнакансене çул, шыв ыйтăвĕ канăç памарĕ. Асăннă ял çыннисене Молодежная урамра хăçан электричество çути пуласси те интереслентерчĕ. Çавăн пекех Патти çыннисене район центрне тухса çÿремешкĕн автобус кирли пирки те каларĕç. Çак ыйтусене Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев çитес вăхăтра татса пама шантарчĕ.

Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ О.Ильин, асăннă ял тăрăхĕпе депутат пулнă май, пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.

Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Е.Николаева «Вăрмар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен системине çĕнетесси» ыйтупа тухса калаçрĕ. Елена Ильинична «2010-2011 çулсенчи Вăрмар районĕнчи чи лайăх шкул» ята Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул тивĕçнине палăртрĕ. Шкул директорне А.Димитриева, вĕрентекенсене çав ятпа саламларĕ, Диплом тата Кубок пачĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Цыфаркинана чăваш халăх поэчĕ Я.Ухсай 100 çул çитнине халалласа районта ирттернĕ наукăпа практика конференцийĕнче Пĕррремĕш степеньлĕ Диплом çĕнсе илнĕ ятпа саламларĕ.

Пухура район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тухса калаçрĕ. Вăл шкулсене модернизацилессипе республика, район шайĕнче чылай ырă ĕçсем туса ирттернине палăртрĕ. ЧР Президенчĕн М.Игнатьевăн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех шкулсенче ачасен апатланăвне пысăк тимлĕх уйăрмалли çинчен те каласа хăварчĕ. Районăн кăçалхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ çинче те кĕскен чарăнса тăчĕ.

Вĕренÿре чи пултаруллă, спортра чи маттур ачасене район администрацийĕн пуçлăхĕн ятарлă стипендине парасси пирĕн районта ырă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Константин Владимирович асăннă шкулта пур предметсемпе лайăх вĕренсе пыракан, спортра çитĕнÿсем тăвакан А.Лингана уйăхсерен паракан ятарлă стипендине тивĕçнине пĕлтерчĕ, ашшĕ-амăшне пултаруллă хĕр çитĕнтернĕшĕн тав турĕ.

Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче шкул ачисем концерт лартрĕç



02 декабря 2011
00:00
Поделиться