Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Петровсен ĕçчен çемйи малтисен ретĕнче

«Çамрăк çемье» конкурса Чăваш Енре 2004 çултанпа йĕркелеççĕ. Унта 10 çултан кая мар пĕрле пурăнакан, пултаруллă ачасем çитĕнтерекен, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан, тăнăçлăхпа юратăва упракан çемьесем хутшăнма пултараççĕ. Кăçал вара республикăри тĕрлĕ районпа хуларан 144 çемье тупăшма кăмăл тунă. Вĕсенчен пĕри - Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Марина Дмитриевнапа Вячеслав Николаевич Петровсен çемйи.

«Çамрăк çемье-2011» конкурс Шупашкарти Вырăс драма театрĕнче иртнĕ. Ăна Амăшĕн кунне халалланă. Президент администрацийĕн ертÿçи А.Иванов залра пухăннисене уяв ячĕпе саламласа нумай ачаллă çемьесене Тав хучĕсем панă. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Муллина «Çамрăк çемье-2011» конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. «Ĕçчен çемье» номинацире пирĕн тăрăхри Петровсен çемйине палăртнă, Дипломсемпе парнесем парса чыс тунă. Ку çемьене районта чылайăшĕ пĕлеççĕ, ырăпа калаççĕ. Çемье пуçлăхĕ Вячеслав Николаевич 1968 çулта Кивĕ Вĕренер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кавалти вăтам шкултан вĕренсе тухсан пĕр вăхăт «Ленинский» совхозра тăрăшса вăй хунă, унтан Сĕнтĕрвăрри районĕнчи профтехучилищĕре водитель, автослесарь специальноçĕсене алла илет. 1986-1988 çулсенче çар ретĕнче тăрать. Унтан таврăнсан 10 çул ытла Нижневартовскра вăй хурать. Унтан тăван тăрăхра Марина Калановапа çемье чăмăртаççĕ.

Марина Дмитриевна 1972 çулта Вăрмар поселокĕнче çуралнă, иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен Хусанти медицина институтне фармацевтика факультетне вĕренме кĕрет. Асăннă институтран ăнăçлă вĕренсе тухсан, Вăрмарти 32 номерлĕ аптекăра вăй хума тытăнать. 2007 çулта вăл асăннă аптекăн директорĕ пулса тăрать. Хăйĕн ĕçне вăл яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Чăваш Республикинчи аптека учрежденийĕсем хушшинче финанспа экономика кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн ЧР «Фармация» патшалăх унитари предприятйĕн «Вăрмар поселокĕнчи 32-мĕш номерлĕ аптека» филиалĕ «2010 çулхи чи лайăх аптека учрежденийĕ» ята тивĕçнĕ.

Туслă та ĕçчен çемье хĕрпе ывăл çитĕнтерет. Хĕрĕ, Татьяна, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 11 класра вĕренет. Пур енĕпе те палăрса тăрать. Мĕн пĕчĕкрен музыкăна юратнăскер, ачасен Вăрмарти искусство шкулне «5» паллăсемпе вĕренсе пĕтерет. Çавăн пекех Чăваш епархийĕ çумĕнчи вырсарни шкулĕсемпе иртекен «Раштав çăлтăрĕсем» фестивале те активлă хутшăнать. Наукăпа практика конференцийĕсене, районта, республикăра иртекен тĕрлĕ ăс-хакăл тупăшăвĕсен олимпиадисенче те малти вырăнсене çĕнсе илет. Çамрăксем хушшинче ырă, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе волонтерсен юхăмĕнче те активлăхпа палăрать. Спортри çитĕнĕвĕсем те пысăк Татьянăн. Баскетбол, волейбол вăййисемпе пĕрремĕш разряд нормисене те пурнăçланă. Пĕтĕмĕшле каласан спортра - маттур, шкул пурнăçĕнче лайăх вĕреннипе, обществăлла ĕçсенче активлă пулнипе палăрса тăрать. Унăн шăллĕ Николай та спорт енĕпе çитĕнÿсем тăвать.

Марина Дмитриевнапа Вячеслав Николаевич та спортпа туслă. Вĕсем шывра ишессипе, йĕлтĕрпе чупассипе районта, республикăра иртекен тупăшусенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ.

«Ĕç çынна илем кÿрет», - текен ваттисен каларăшне асра тытаççĕ Петровсем. Çемье пуçлăхĕ Вячеслав Николаевич йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталассипе чăн-чăн маçтăр. Хурт-хăмăр ĕрчетессипе те ĕçлет. Марина Дмитириевна пÿлĕмри тĕрлĕ йышши чечексем ÿстерет. Çуллахи вăхăтра хитре чечексем илем кÿреççĕ вĕсен садне. Ĕçчен те туслă çемье аслă ăрăва хисеплесе, йăла-йĕркесене çирĕп тытса пурăнать. Çакă вара вĕсене малашлăха çирĕп утăмсем тума пулăшать.



02 декабря 2011
00:00
Поделиться