Суйлава хутшăнни пурне те кирлĕ
Хисеплĕ ентешсем - суйлавçăсем!
Кашни суйлавăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Кăçалхи вара - уйрăмах. 2011 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлатпăр. Тĕрлĕ партисемпе кандидатсемшĕн сасă парасси ирĕклĕ. Çапах çакна шута илни вырăнлă: юлашки çулсенче тунă пархатарлă ĕçсене айккине хăварас мар, курăмлă ĕç тăвакансемшĕн сасă парăр. Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думине 2007 çулта депутатсене суйланă вăхăтра районти суйлавçăсенчен 75,47 проценчĕ суйлава хутшăннă. Çакă республикăри чылай районсен кăтартăвĕсенчен пысăкрах пулнă. Эппин, Вăрмар район халăхĕ политика пурнăçĕнчен айккинче тăмасть, кашни суйлаврах çĕршыври, республикăри, районти социаллă-экономикăллă аталанăвĕ, унпа пĕрлех уйрăм çын пурнăçĕ те лайăх еннелле улшăннине хăйĕн сассипе çирĕплетет. Çапах та, суйлавçăсене сасă панă чухне пурнăç ĕнер, паян мĕнлерех пулнине шута илме сĕнетĕп. Уйрăмах пĕрремĕш хут суйлава хутшăнакансене чĕнсе калас килет: сире декабрĕн 4-мĕшĕнче суйлав участокĕсенче кĕтетпĕр. Сирĕн сасăсем çĕршывшăн, пуласлăхшăн кирлĕ.
Хисеплĕ ентешсем, малашлăха пăхса, чĕрепе туйса тĕрĕс суйлав тăвасчĕ