Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Артистка, спортсменка, активистка

Çак сăмахсемпе хаклама пулать Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Мария Васильевна Сытинана. 70 çула çитнĕ хĕрарăм паянхи кун та канлĕх мĕнне пĕлмест, ялта е районта иртекен мероприятисене хутшăнса хăй хастарлăхĕпе пултарулăхне кăтартать.

М.Сытина 1941 çулта Энĕшпуçĕнче çуралнă, темиçе çул хушши кирпĕч заводĕнче, ялти пекарньăра ĕçленĕ. Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче библиотекарь специальноçне алла илсен 20 çул шкул библиотекинче тăрăшнă. Паян та ахаль лармасть кинемей: спектакльсемпе концертсене, савăнăçлă уявсене хутшăнать, хорта юрлать. Хăй вăхăтĕнче ялти клуб сцени çинче вăл çырнă спектакле те лартнă пулнă. Уçă сассипе юрă шăрантарса кăна мар, балалайка каласа халăха тĕлĕнтерме пултарать. Çак музыка инструменчĕпе çамрăклах туслăскер паян та ун аллинче хăюллăн вылянать. Районти «Выля хут купăс, янра, такмак» конкурса темиçе хут хутшăннă, кăçал та вăл унта балалайка каласа палăрнă.

Мария Васильевна пуçарнипе ялта улахсемпе уяв каçĕсем йĕркелеççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх улахра ташлаççĕ, юрлаççĕ, ал ĕçĕсем тăваççĕ. Уявсем ирттерме музыка инструменчĕсем те, чăваш тумĕсем те пур. Мария Васильевна та ал ĕçĕпе аппаланма кăмăллать. Кивĕ япалана çĕнетесси уншăн йывăр мар, тĕрĕ тăвасси те хăнăхнă ĕç. Ахальтен мар ун килĕнче тĕрĕпе хитрелетнĕ минтерсем, ал шăллисем, турăш тутрисем сахал мар, хĕресле тĕрленĕ картинăсем те илем кÿреççĕ. Районти акатуйсене хутшăнса хăй ĕçĕсемпе паллаштарнă.

М.Сытина спортпа туслă çын. Хăй те, ывăлĕн çемйи те тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене ялан хутшăнаççĕ. Пĕрре кăна мар хастарлăх кăтартнă вăл ăмăртусенче. Йĕлтĕрпе чупмалла-и, çуран-и, кроса хутшăнмалла-и - ялан вăл унта. Нумаях пулмасть районта иртнĕ эстафетăра Энĕшпуç ялĕнчи пĕрлештернĕ команда аслă ăру çыннисем хушшинче малти вырăна тухнă, унта Мария Васильевна та хастар пулнă.

Пур уява, пур ăмăртăва хутшăнма тăрăшать кинемей. 70 çулта пулин те çамрăксенчен ирттерме пултарать. Унăн хастарлăхĕпе пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе ăна вĕресе тăракан шывпа танлаштарма пулать



15 декабря 2011
00:00
Поделиться