Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Артистсем хăнара

Çак кунсенче Пысăк Енккассинче К.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем пулчĕç. Вĕсем «Чун кĕвви» спектакль кăтартрĕç.

Артистсем çак спектакльпе Тутар, Пушкăрт тăрăхĕнче, Ульяновск облаçĕнче, Самара, Тольятти хулисенче гастрольте пулнă.

Пьесăра Е.Тикинева кăмăл-сипет ыйтăвне хускатнă, çамрăксене пурнăç çулне утса тухма тивĕçлĕ юлташ суйлама кирлине уçса панă. Хальхи вăхăтра укçа витĕмĕн пĕлтерĕшĕ пирки те палăртса хăварнă. Рольсенче вылякан артистсем чуна витермелле, куççуль кăларттармалла, хăш-пĕр вырăнта куракансене хĕрÿлентермелле калăпларĕç. Тĕп рольсене Чăваш халăх артисчĕ В.Семенов, Чăваш çамрăкĕсен преми лауреачĕ Е.Хрисанфова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Н.Воюцкая, чăваш халăх артисчĕ, Раççей преми лауреачĕ В.Ситова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ А.Зайцева. Çамрăксем те - Г.Кузнецова, А.Дмитриев - савăнтарчĕç. Уйрăмах Раççей тата Чăваш Республикин халăх артисчĕ Нина Яковлева выляни кăмăла çĕклерĕ. Тĕлĕнмелле, пĕр вăхăтрах ачалла айванлăх, ватă çыннăн ăсĕ, шахвăртупа кулăш - пур енĕпе те кăмăла каякан сăнар.

Спектальте В.Кузнецова юрри янăрарĕ. Пьесăна сцена çине кăлараканĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ А.Павлов



15 декабря 2011
00:00
Поделиться