Интереслĕ экскурси
Тăван Вăрмарăмăр юлашки вăхăтра илемленсе пырать. Çулла урамсенче чечексем ешерни те куçа илĕртет. Тĕп урамра чаплă çуртсем хăпарса ларни те хамăр поселок аталанса пыни çинченех пĕлтерет. Çак çĕнĕ çуртсенчен пĕри - хăй патне çынсене аякранах йыхăрать. Калаçу тавра пĕлÿ музейĕ çинчен пулĕ.
Нумаях пулмасть çеç куракансене йышăнма пуçланă пулин те, вăл экспонатсемпе питĕ пуян. Унта кĕрсен хамăр тăван ен çинчен тем те пĕлме пулать, тавра курăма аван анлăлатма май пур. Эпир район центрĕнчен инçетре вырнаçнă пулин те хуларинчен каях юлса пымастпăр. Кашни ачан тенĕ пекех килĕнче компьютер пур, телевизорпа вуншар канал курма пулать, сивĕ е ăшă шыв пÿртех кĕрет. Кĕçех «кăмака» сăмаха та «кивелнĕ» сăмахсем хушшинче шырăпăр.
Çамрăк ăру чăваш халăхĕн тымарĕ çинчен манса кайсан ыр япала пулас çуках. Çавăнпах ачасене музее илсе кайса кăтартас терĕм. «Çамрăк калчасене» унта питĕ килĕшрĕ. Çурт умĕнче таса та тирпейлĕ. Зала кĕрсенех пире питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Экскурсие В.Цыфаркин директор стендсемпе паллаштарнинчен пуçларĕ. Унта космоспа çыхăннă япаласем нумай. Малалла утнă май, ĕлĕкхи чăвашсен хуçалăхĕ çинчен нумай пĕлме пулать. Мăн асаттесемпе асаннесем питĕ ĕçчен те пултаруллă пулнă-мĕн. Кĕрпе çăнăхне те килте тунă. Ал арманне экскурсовод шатăр-шатăр çавăрса та кăтартрĕ. Кĕпе-тумтирне ăсталама та хĕрсене амăшĕсем килтех вĕрентнĕ. Пир тĕртмелли станок умĕнче ачасем чылайччен тĕлĕнсе тăчĕç. Хăй вăхăтĕнче Кĕтерне патша чăваш халăхне харпăр хăй хуçалăхĕнче тимĕртен ĕç хатĕрĕ ăсталама чарни те пулнă-мĕн. Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикин историйĕ те, унта туса кăларнă авалхи сĕтел-пукан та çиччĕмĕшсене кăсăклантармасăр хăвармарĕ. Вăрмар станцийĕ мĕнле пуçланса кайни, ĕлĕкхи чăвашсем ăçта пурăнни çинчен пĕлчĕç. Ку музее татах та килсе курма сăмах пачĕç вĕсем. Çакă мана, паллах, савăнтарчĕ. Çамрăк ăру тăван ен историйĕпе интересленет пулсан, чăваш халăхĕн пуласлăхĕ пурах-ха.