Мĕнле пурăнатăн, ача?
Çак кунсенче республикăра Раççейри ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй П.Астахов пулнă.
Шупашкара çитсессĕн вăл чи малтанах Чăваш Республикин Президенчĕпе М.Игнатьевпа тĕл пулнă, икĕ ĕçлĕ канашлу, виçĕ пресс-конференци ирттернĕ, 7 объекта çитсе курнă. Вăл шутра - коррекци шкулне, ача çуртне. Пур çĕрте те мĕн курнине карас телефон çине ÿкернĕ, кĕске комментарисемпе хăйĕн твиттерне вырнаçтарнă. Çынсемпе курнăçса нумай ыйтусем çине хуравланă.
Павел Алексеевич республикăра тăлăх ачасене кил-çуртпа тивĕçтермелли, ача сачĕсем, усрава илекен ашшĕ-амăшĕсен шкулĕ тăвас енĕпе программăсем ĕçленине палăртнă, вĕсене пурнăçа кĕртессине вăйлатма кирлине пĕлтернĕ.
Çавăн пекех вăл ачасене усрава илме кăмăл тăвакан ашшĕ-амăшĕсен даннăйĕсене упракан банк туса хурсан лайăх пулĕччĕ тесе каланă. Çакна çывăх вăхăтра пурнăçа кĕртме тăрăшмалла.