Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пирĕн Римма Алексеевна

Тикаш ялĕнче пултаруллă, ырă кăмăллă, сăпайлă хĕрарăм - Римма Алексеевна Петрова пурăнать. Маларах вăл хуçалăхра ветеринари фельдшерĕ пулса нумай çул тăрăшнă, халĕ - тивĕçлĕ канура.

Ялти çын выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнмасть, çын пекех вĕсем те - яланах чирлеççĕ. Пурте выльăха кирлĕ пек пулăшу пама пултараймаççĕ. Римма Алексеевна патне çул тытаççĕ, пĕлеççĕ вăл çынна нихăçан та «çук» тесе каламасть. Пирĕн хуçалăхра та ĕне çур çĕр варринче чирлесе ÿкрĕ, иккĕленмесĕрех Римма Алексеевна патне çул тытрăм. Шаккаса алăк уçтартăм та, хамăн инкек çинчен каласа патăм. «Халех», - терĕ, тумланса тухрĕ те алăкне питĕрчĕ. Ирччен тăнă пулсан ĕне вилсе выртатчĕ. Хальхи вăхăтра эпир, ялти çынсем, ĕне сĕтне сутса, ун укçипе пурăнакансем нумай. Ĕне пире тăрантарать тесен те тĕрĕс пулĕ. Хăйĕн те килте выльăх-чĕрлĕх нумай. Выльăхсене пăхса пĕтерем-ха тесе тăмасть, вĕсене пăрахса хăварса, чирлĕ выльăха пулăшма васкать, кирлĕ пулсан килĕнчен хăй валли хатĕрленĕ эмелсене илсе пырать. Пулăшу панăшăн халăхран укçа илме вăтанать, ял халăхĕнчен илме аван мар тет. Çĕнĕ çул çитсе пынă май Римма Алексеевнана тав сăмахĕ калас, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ăнăçу сунас килет, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса кăна пурăнмалла пултăр, яланах ăна Турă пулăшса пытăр. Вăл сывă пулсан ялти выльăх-чĕрлĕх те сывă пулĕ



15 декабря 2011
00:00
Поделиться