Çырăнтăн – парнеллĕ пултăн
Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа 80 çул çитнĕ май редакци 2012 çулхи пĕрремĕш çур çула хаçат çырăнса илнисен хушшинче «Хаçата 80 çул - 80 парне» лотерея ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Асăннă выляв хаçат редакцийĕнче декабрĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ. «Хĕрлĕ ялава» 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма çырăнни çинчен районта пурăнакансенчен 280 яхăн квитанци килчĕ. Вĕсенчен 90-шĕ парнеллĕ пулчĕç (хушма 10 парне - тĕп редактор парнисем).
Выляв редакцире пухăннă йышлă сăнавçăсем умĕнче иртрĕ.
Парнесене çаксем тивĕçрĕç: Г.Бочкарева (Вăрмар поселокĕ), Г.Савков (Атнаш), Н.Яндутов (Шăхаль), Л.Семенова (Анаткас), М.Иванова (Кивĕ Вĕренер), О.Кузнецов (Мăнçырма), Ю.Васильева (Мăнçырма), В.Иванов (Шутнерпуç), Ю.Ефимов (Кивĕ Мăнтăр), А.Яковлева (Пинер), З.Григорьева (Энтрияль), А.Васильева (Вăрмар поселокĕ), Е.Игнатьева (Вăрмар поселокĕ), Л.Иванова (Кивĕ Вăрмар), М.Михайлов (Арапуç), Г.Ларионов (Энĕшпуç), Ф.Ермолаева (Эçпепе), В.Тимофеева (Мăнçырма), И.Николаева (Кавал), Л.Николаева, Л.Генина (Аслă Чак), В.Паденьков (Тупах), А.Егоров (Çиçтĕпе), М.Тапинова (Шăхаль), В.Кузьмина (Кавал), С.Васильева (Чупай), И.Рябцева (Вăрмар поселокĕ), В.Сурнаева (Тупах), Л.Сидорова (Аслă Чак), А.Чернов (Анаткас), Т.Павлова (Урнар), П.Яковлева (Шутнерпуç), В.Матвеев (Кивĕ Вăрмар), В.Юматов (Вăрмар поселокĕ), В.Николаев (Энĕшпуç), Н.Яковлев (Шăхаль), Г.Смирнова (Кавал), Г.Сулейманова (Вăрмар поселокĕ), П.Львов (Карăкçырма), Т.Мартьянова (Кивĕ Вăрмар), Р.Илларионова (Мăнçырма), А.Петрова (Ямпай), В.Цыфаркин (Чупай), В.Енькова (Кивĕ Вăрмар), И.Никифоров (Аслă Чак), Т.Андреева (Пĕчĕк Енккасси), Н.Николаева (Мăнçырма), З.Романова, И.Михайлова (Вăрмар поселокĕ), Е.Яковлева (Çĕнĕ Вĕренер), В.Сергеев, В.Никифорова, Н.Иванов, Л.Никифорова, А.Волков, М.Николаева (пурте Вăрмар поселокĕ), М.Любимова (Кивĕ Вăрмар), Т.Дмитриева (Карăкçырма), Н.Михеев (Энтрияль), Л.Федотов (Пĕчĕк Енккасси), Ю.Иванов (Вăрмар поселокĕ), Н.Левин (Мăнçырма), Л.Демьянова (Тикаш), Л.Васильева (Вăрмар поселокĕ), Л.Александрова (Арапуç), Е.Петрова (Урнар), В.Васильев (Вăрмар поселокĕ), М.Федоров (Кивĕ Вăрмар), И.Пуклакова (Шăхаль), В.Павлов, Т.Никитина, Ефремова (пурте Вăрмар поселокĕ), Э.Николаева (Тикаш), О.Васильева (Анаткас), А.Терентьев (Карăкçырма), Ф.Елисеева (Вăрмар поселокĕ), Т.Григорьева (Кивĕ Вăрмар), Н.Иванов, Г.Андреев, Н.Егоров, П.Криков, Н.Генина, Т.Никитина (Вăрмар поселокĕ), Г.Николаев (Мăнçырма), Н.Ильин (Энĕшпуç). Вылява килейменнисене парнесем редакцире кĕтеççĕ.
Редакцирен: «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ лотерея вылявĕ ирттерме пулăшнă пур спонсорсене те тав тăвать: Вăрмарти тырă йышăнакан пунктăн (элеватор) директорне В.Александрова, райпо Канашĕн председательне С.Харитонова, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат директорне Ю.Максимова, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорне В.Нестерова, казначействăн республикăри 14 номерлĕ пайĕн начальникне В.Петрова, В.Хованский, И.Афиногенов, В.Енькова, В.Твердов, В.Васильев, О.Васильев, Г.Семенова, В.Ефимова, Н.Илларионов, Т.Данилова предпринимательсене, районти тавра пĕлÿçĕсен ушкăнне, Н.Иванов çыравçăна, Вăрмар поселокĕнчи Галинăпа Геннадий Матвеевсене.
Пурне те вĕсене çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа тата Раштав уявĕсемпе саламлатпăр. Çĕнĕ çулта та ырă тăвас кăмăл ан иксĕлтĕр.