Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Программăна маларах пурнăçласшăн

ЧР Президенчĕ М.Игнатьев декабрĕн 19-мĕшĕнче «Чăваш Республикин Президенчĕн 2008 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнчи 123-мĕш Указне улшăнусем кĕртесси» Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн «Чăваш Республикинче пурăнакансене 2009-2020 çулсенче паха шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программăна улшăнусем кĕртнĕ. Унта палăртнă мĕн пур ĕçе пурнăçлама пурĕ 23,6 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă.

- Чăваш Ен 2011-2017 çулсем валли çирĕплетнĕ федерацин «Таса шыв» программине пурнăçлама хутшăнать. Республика регионсен ял-хулана ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли, çурт-йĕртен таса мар шыва юхтарса кăларассине тата тасатассине йĕркелемелли тĕллевлĕ программисене суйласа илес тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурс витĕр ăнăçлă тухнă.

Çакă федераци хыснинчен 467,5 млн тенкĕ илме май панă.



23 декабря 2011
00:00
Поделиться